Тимĕр вăййи – пăхаттирсем валли
3 Oct, 2017 | Хыпар | Спорт | Турнир

Нумаях пулмасть Пĕтĕм Раççейри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕ арçын спортсменсен ТОП-10 списокне хатĕрленĕ.

Унта тĕрлĕ ăмăртура палăрнă пăхаттирсем кĕнĕ. Çак йыша пирĕн ентеш Алексей Иванов та лекнĕ. Спорт тĕнче класлă мастерĕ 73 килограмлă виçере 203,5 очко пухса ТОП-10 списокăн тăххăрмĕш картлашки çине çĕкленнĕ. Чăваш каччи кăçал пуçласа 78 килограмлă виçере ăмăртнă. Раççей кубокĕнче вăл икĕ енлĕ кĕрешÿре 213,5 очко пухнă. Çак кăтартупа чи лайăх 10 спортсмен йышĕнче саккăрмĕш рете хăпарнă.

Йĕпреç районĕнчи Пучинке тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ атлет спортри пĕрремĕш утăмĕсене ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Петров пулăшнипе тунă. Хальхи вăхăтра чăваш пăхаттирĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренет, Шупашкарти «Энергия» спорт шкулĕнче ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Борис Глинкин патĕнче ăсталăха туптать. 2016 çулта Алексей Иванов Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче ылтăн медальсем çĕнсе илнĕ. Вăл «Хыпар» хаçатăн турнирĕсенче те темиçе хут çĕнтернĕ.

Аса илтеретпĕр: чăваш халăх хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ Пĕтĕм Раççейри турнир юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче иртĕ. Кăçал пăхаттирсем «Раççей спорт мастерĕ» ята тивĕçессишĕн те тупăшĕç. Хальхи вăхăтра йĕркелÿ комитечĕ ăмăртăва хутшăнакансенчен заявкăсем йышăнать: паянхи кун тĕлне 20 регион спортсменĕсем хутшăнас кăмăллине пĕлтернĕ.

 

Андрей МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.