Чемпион кубокĕ – чемпионрах

23 Çурла, 2016

Чемпионсен кубокĕ — Шупашкар хулин уявĕнчи чи кăсăклă мероприятисенчен пĕри. Саккăрмĕш хут иртнĕ ăмăртăва кăçал “Спартак” спорт керменĕ йышăнчĕ.

Çулсерен йĕркелекен турнира Раççейри тата ытти çĕршыври чи ăста спортсменсем хутшăнаççĕ. Кăçал “Еврази чемпионĕ” сумлă ята çĕнсе илессишĕн Ульяновск, Хусан, Чулхула, Шупашкар хулисен тата Кăркăс боксерĕсем тупăшрĕç. Чи пысăк виçере /80 килограмм/ чăваш пăхаттирĕпе Иван Миловановпа кăркăс арĕ Нурадыл Абдылдобеков вăй виçрĕç. Çивĕч кĕрешÿре пирĕн ентеш хăнаран ăстарах пулчĕ. Сăмах май, И.Милованов кăçал Европăри профессионал боксерсен чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Çĕнтерÿçĕсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, “Единая Россия” партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Раççей кикбоксерĕсен федерацийĕн вице-президенчĕ Ришат Саяпов, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Алексей Соловьев саламларĕç. “Ку ăмăртура чи вăйлисемпе чи паттăррисем кăна тупăшаяççĕ. Вĕсемех çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Яшсемпе каччăсем спорт шкулĕсенче ăсталăха куллен туптаса хăюлланаççĕ. Ачаран спортпа туслă пулнă çын пурнăçра та йывăрлăхсенчен хăрамасть, вĕсене çĕнтерсе малалла утать”, — терĕ Михаил Васильевич.

А.ПЕТРОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.