Тĕлĕнмелле!

19 Утă, 2018

Пулас мăшăрне кĕрешÿ секцийĕнче тĕл пулнă

Ушу секцине лекиччен сăпайлă, лăпкă, ытлашши сăмах ваклама юратман, вăтанчăк хĕрача пулнă вăл. Чун çирĕплĕхĕпе хастарлăха аталантарас тĕллевпе унта çул тытнăскер хусканусене кăмăлтан пурнăçланă.

29 Пуш, 2018

Упăшки Мадам тенĕ те, ялĕпех çапла чĕнеççĕ

Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнчи Прохоровсемпе çулталăк каялла паллашнăччĕ. Арçын мăшăрне мĕн пĕрлешнĕ кунранпах ятран чĕнсе курман, уншăн вăл — Мадам. Ялти ачасем те çакна кура Мария Леонидовнăна Мадам аппа теççĕ.

22 Нарăс, 2018

Дубая канма кайнă та... упăшка тупнă

Çемьепе пĕрле тĕрлĕ çĕршыва çитсе килессине йăлана кĕртрĕмĕр. Грецири, Турцири, Таиландри хуласен илемĕпе киленни, темĕн те пĕр курса çÿрени нихăçан та асран тухмĕ.

1 Нарăс, 2018

Хушамачĕ — венгртан, ĕçченлĕхĕ — чăвашран

«Пурнăç çулĕ Шри-Ланка утравĕнчи сĕтпе хутăштарнă чей пекех: эсĕ ăна нихăçан та ĕçсе курман, анчах пĕр-пĕринпе килĕшсе тăман япаласене пĕрлештернĕ хыççăн унччен ку мелпе усă курманшăн ÿкĕнетĕн», — терĕ 32 çулти Максим Чепель.

Pages