Дубая канма кайнă та... упăшка тупнă

22 Нарăс, 2018

Çемьепе пĕрле тĕрлĕ çĕршыва çитсе килессине йăлана кĕртрĕмĕр. Грецири, Турцири, Таиландри хуласен илемĕпе киленни, темĕн те пĕр курса çÿрени нихăçан та асран тухмĕ. Кăçал сессие ăнăçлă вĕçленĕ ятпа анне мана парнепе савăнтарчĕ: Араб Эмирачĕсене çул тытрăмăр. Раççейре хĕл хуçаланнă вăхăтра Дубай хулинчен инçех мар вырнаçнă Шарджăна вĕçме питĕ кăмăллă пулчĕ.

Аннепе иксĕмĕр пĕр вырăнта ларакансен йышĕнчен мар. Ют тăрăха çитнĕ-çитмен тинĕс хĕррине уçăлма çул тытрăмăр. Шывĕ — тап-таса, хăйăрĕ — вĕри… Çăтмахра тейĕн! Вунă кун каннă вăхăтра тинĕсре чун каниччен чăмпăлтатрăмăр. Пĕр евĕрлĕх хăвăрт йăлăхтарать — экскурсие каяс терĕмĕр. Малтан Дубайра вырнаçнă тĕнчери чи пысăк башньăна — Бурдж-Халифăна — курса тĕлĕнтĕмĕр. 163 хутлă çуртăн çÿллĕшĕ — 828 метр. Çÿлелле пăхсан çĕлĕк ÿкмелле! Башня тăрри пĕлĕте тĕревлесе тăнăн туйăчĕ. Бурдж-Халифа çумĕнче пысăк залив, каçхине унта фонтансем «юрлаççĕ». Вĕсене курма çынсем чылаййăн пухăнаççĕ. Çавăн чухне лапам тĕрлĕ чĕлхепе «кĕрлесе тăрать». Çак çĕршывра пурăнакансем тулăх та хăтлă пурăнма ăнтăлнине асăрхарăм: пур çĕрте те 40-50 хутлă çуртсем, чаплă виллăсем, хаклă машинăсем…

Эпир атте-аннепе ют çĕршывра та чăвашла калаçатпăр: ентешсем курсан пире тÿрех асăрхаччăр. Киле таврăнма икĕ кун юлсан анне: «Паян та чăвашсене тĕл пулаймарăмăр», — терĕ. Çула тухас умĕн тăвансем валли парне-кучченеç илес тесе лавккана кĕтĕмĕр. Апат-çимĕç сентрисем патĕнче пĕр араб каччи карçинккине темĕн тултаратчĕ. Çумĕнче те хĕрĕ, те мăшăрĕ? Çутă ÿтлĕскер сăнĕпе чăваша аса илтерчĕ. «Анне, акă телейлĕ самант çитрĕ — ентешĕмĕре куртăмăр», — шÿтлерĕм эпĕ. Çывăх çыннăм кулнине шута илмерĕ, пырса вĕсене сăмах хушрĕ. Çамрăк хĕрарăм, чăн та, Чăваш Енрен иккен! Аня Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ, амăшĕ — Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕнчен. Чăваш хĕрарăмĕ кунта 5 çул пурăнать. Араба качча тухнăскер — икĕ ача амăшĕ. Мăшăрĕпе вăл çак çĕршыва канма килсен паллашнă. Кайран çамрăксем интернет урлă çыхăну тытнă. Пĕрре-хинче арçын ăна куçса килме сĕннĕ, качча илме шантарнă. Аня кун пирки чылай пуç ватнă, ашшĕ-амăшĕ çак йышăнăва ырласса иккĕленнĕ. «Мускава ĕçлеме каятăп», — суясшăн пулнă вăл, çапах тĕрĕссине каланă. Çывăх çыннисем хирĕçленĕ пулин те хĕрне инçе çула кăларса янă.

Аньăн мăшăрĕ эпир ентешсем пулнине пĕлсен пире килне хăнана чĕнчĕ. Вĕсем питĕ чаплă та хăтлă çуртра пурăнаççĕ. Хальччен кун пеккине курманччĕ! Тепĕр кунхине çĕнĕ туссем пирĕн валли Шарджа хулинче экскурси ирттерчĕç, темĕн тĕрлĕ парне пачĕç, ресторанта хăналарĕç. Пĕр-пĕрне тахçанах паллатпăр тейĕн — уйрăлас килмерĕ. «Çак тарана çитиччен кунта пĕр чăваша та курманччĕ. Сирĕнпе паллашнă хыççăн тăван тăрăха кайса килнĕн туйăнчĕ», — пĕлтерчĕ Аня ялта пурăнакан кукамăшне, ун патне каникулта кайса çÿренине, ялти çамрăксемпе чăваш юррисене юрласа ларнине аса илнĕ май. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.