Тĕлĕнмелле!

5 Авăн, 2014

Чăвашла вĕренме Люксембургран килнĕ

Шел те, юлашки çулсенче хулари халăх кăна мар, ялти те вырăсланса пырать. Ял çыннисем ачи-пăчипе чăвашла мар, вырăсла калаçнине илтсен кăмăл хуçăлать. Ачасем аслисенчен вĕренеççĕ. Шăпăрлан тăван чĕлхепе пуплесси ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет.

21 Нарăс, 2014

Хĕлле урамра... аялти тумпа кăна

Сивĕ шывпа чÿхенни, мунчара милĕкпе çапăннă хыççăн юр çинче йăваланни... Пĕр сăмахпа - организма пиçĕхтерни - усă кÿни пирки чылайăшĕ вуланă ĕнтĕ. Хăшĕ-пĕри вара кун пирки пĕлет кăна мар, организма куллен пиçĕхтерме те тăрăшать. Интернет урлă тĕлĕнмелле çынпа паллашма тÿр килчĕ.

7 Нарăс, 2014

Чăваш шашки кăткăс вăйă-и?

Чул хулара çуралса ÿснĕ Виктор Медведевăн нумаях пулмасть çĕнĕ кĕнеки кун çути курнă. «Ахаль мар шашкăсем» ятлăскерте 50 вăйă правилине ÿкерчĕксемпе усă курса тĕплĕн ăнлантарнă. Вĕсен йышĕнче «Чăваш шашки» тата «фшашки» пур. Кĕнеке авторĕ сĕтел çи шухăшлав вăййисемпе темиçе çул каяллах кăсăкланма тытăннă.

24 Кăрлач, 2014

Санта-Клауспа пĕр ялтан

Çĕнĕ çул уявĕ хыçа юлчĕ. Хĕл Мучисемпе Юр Пикесем хăйсен тумĕсене хыврĕç. Шупашкара волонтер мелĕпе килнĕ Йокко Култима финăн тăван хулинче вара çулталăк тăршшĕпех уяв, мĕншĕн тесен вăл Санта-Клаус ялĕнче пурăнать. Чăваш Ене килнĕ çамрăкпа паллашма васкарăм, вырăсла пĕлменскерпе акăлчанла пуплеме тиврĕ.

Pages