Санта-Клауспа пĕр ялтан
Çĕнĕ çул уявĕ хыçа юлчĕ. Хĕл Мучисемпе Юр Пикесем хăйсен тумĕсене хыврĕç. Шупашкара волонтер мелĕпе килнĕ Йокко Култима финăн тăван хулинче вара çулталăк тăршшĕпех уяв, мĕншĕн тесен вăл Санта-Клаус ялĕнче пурăнать. Чăваш Ене килнĕ çамрăкпа паллашма васкарăм, вырăсла пĕлменскерпе акăлчанла пуплеме тиврĕ. Йокко - механик. Кивĕ машинăсене юсаса çĕнетет, тепĕр чухне вĕсен пайĕсенчен çĕннисене ăсталать. Ытларах чухне вăл сайра тĕл пулаканнисене юсама кăмăллать. Йокко шухăшĕпе - ку питĕ интереслĕ ĕç. Çак специалистăн куçĕ çивĕч, алли çирĕп пулмалла, тĕплĕ шухăшлама та пĕлмелле.
- Эпĕ Чăваш Ене Финляндири Лапландирен килтĕм. Ку çĕр-шыври чи сивĕ Енонтекиă тăрăхĕнче çуралса ÿсрĕм. Ку муниципалитет коммуна шутне кĕрет. Сăмахран, халĕ унта сывлăш температури 52 градус сивĕ. Унта, 2012 çулхи çырав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, 1884 çын пурăнать. Енонтекиă Швеципе Норвеги хушшинче вырнаçнă. Ача чухне эпĕ çуралнă çуртран Швецин юхан шывĕпе вăрманĕсем курăнатчĕç. Çанталăк сивĕ пулнăран çынсем валли кунта ĕç çукрах. Ытларахăшĕ пăлан ĕрчетет, çавăнпах эпĕ те 2000 çулта Лапланди тĕп хулине Рованиемие куçрăм. Тепĕр майлă ăна «Санта-Клаус ялĕ» теççĕ. Çынсем ĕненнĕ тăрăх - Санта çакăнта çуралнă, пурăнать те. Рованиеми лаптăкĕпе пăхсан Европăри чи пысăк хула шутланать. Кунта 60 пин çын пурăнать. Эпĕ финн пулсан та Суоми халăхĕпе юнашар пурăннăран вĕсен чĕлхине те пĕлетĕп, - калаçу пуçарчĕ Йокко.
Лапландин тĕп хулине туристсем час-часах пырса çÿренĕрен урамсенче яланах халăх нумай иккен. Уйрăмах Çĕнĕ çул каçĕнче.
- Эпĕ праçниксене кăмăлласах каймастăп, çапах кăçал мана Раççейри икĕ ушкăн хăнана чĕнчĕ, çавăнпа вырăссем тата чăвашсем Çĕнĕ çула епле кĕтсе илнине курма телей пÿрчĕ. Волонтерсен ушкăнĕнче мана Хĕл Мучи тумне тăхăнтартрĕç. Туссем ку тивĕçе манăн кăна пурнăçлама ирĕк пур тесе шÿтлерĕç. Финляндире Раштава уявлаççĕ. Ăна «Йоулу» теççĕ. Çак сăмах нимĕç чĕлхинчен кĕнĕ. Ăна раштавăн 24-мĕшĕнче паллă тăватпăр. Финляндире ку çулталăкри чи пысăк уяв шутланать. Ăна çемьепе, çывăх тăвансемпе паллă тума йышăннă. Йоулупукки /Хĕл Мучи/ ачасемпе аслисене парнепе савăнтарать. Çĕнĕ çула уявласси çамрăксен хушшинче ытларах сарăлнă. Шупашкарти пек пысăк сĕтел хатĕрлеместпĕр, тÿпене фейерверк янипех çырлахатпăр. Çынсем тепĕр çул хăйсен пурнăçне улăштарма пĕр-пĕрин умĕнче сăмах параççĕ, анчах ăна чылай чухне тытаймаççĕ. Кунпа çыхăннă ваттисен сăмахĕ те пур финсен: «Пурнăçа улăштарма пĕлтĕр сăмах панăччĕ, кăçал вĕсем çухалчĕç», - калаçăва тăсрĕ каччă.
Çавăн пекех финн çамрăкĕсем пĕр пÿлĕме пухăнса тăхлан шăратаççĕ, çитес çул мĕн кĕтмеллине уйрăм паллăсенчен пĕлеççĕ. Финляндири шкул ачисен раштавăн 24-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 6-мĕшĕчченех - каникул. Аслисем те май пур чухне ĕçрен канаççĕ. Пĕчĕккисене хĕллехи уявра ытларах чухне шкул кутамкки, аслисене вара картина, хăйсен ячĕпе чей курки, шăккалат парнелеççĕ.
- Эпĕ Шупашкара юратрăм. Чăваш Енĕн тĕп хулине ман пек кашни волонтерах килĕштерет пулĕ. Кунти тавралăх илемĕ куçа илĕртет. Çуртсем пултаруллă архитекторсем пуррине кăтартаççĕ. Тăван çĕр-шывăмри архитекторсене кунтисен сĕнÿ-канашĕ çав тери кирлĕ пек туйăнать. Апат-çимĕç питĕ тутлă, чăваш çыннисем ырă та ăслă. Эпĕ вырăс чĕлхипе культурине тĕпчеме-вĕренме ĕмĕтленетĕп. Пуянах мар пулнипе ют çĕр-шывсене тухсах çÿрейместĕп, - чунне уçрĕ йĕкĕт.
30 çула çитмен çамрăксен Европăри çĕр-шывсене тата Раççее волонтер мелĕпе тÿлевсĕр çитме май пуррине пĕлсенех Йокко хăпартланнă. Волонтерăн сиенлĕ йăласемпе туслă пулмалла мар, хăйĕн çĕр-шывĕн чĕлхипе, культурипе ыттисене паллаштарма пĕлмелле, анчах çакăншăн укçа тÿлемеççĕ.
- Ку çул çÿрев маншăн тавра курăма пуянлатмалли мел. Ыйту çырсан Чул хуларан, Самартан, Камчаткăран, Воронежран тата Шупашкартан пĕрне суйламалла пулчĕ, эпĕ Чăваш Енĕн тĕп хулине килтĕм. Çакăншăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Чăваш Енре те, Хусанпа Мускавра та хам валли юлташсем тупрăм. Вĕсем пурте Европа союзĕн волонтерĕсем, Чĕлхе фестивальне хутшăнаççĕ, хăшĕ-пĕри Ростовра вĕренет. Шупашкарта эпĕ акăлчан чĕлхине ăса хывакансене унпа куллен усă курма хăнăхтаратăп. Çавăн пекех чĕлхепе çыхăннă тĕрлĕ проекта хутшăнтăм. «Хавал» лагере, XVIII чĕлхе фестивалĕнче суоми тата финн чĕлхисемпе паллаштартăм. Студентсемпе шкулта вĕренекенсене финн чĕлхине ăса хывма пулăшатăп. Шупашкара килнĕ ытти волонтер та ăна хаваспах вĕренет. Çакăн валли Мускавра ятарласа кĕнеке те туянтăм. Вăл манăн ĕçе чылай çăмăллатать, - калаçăва вĕçлерĕ çамрăк.
Алена АЛТУХОВА.