Тĕлĕнмелле!

25 Нарăс, 2016

Мулат ача çуратма ĕмĕтленнĕ

Çĕр-çĕр çын хушшинче утса пĕр-пĕрне шыранă вĕсем. Тĕл пулсан телей кайăкне алăран вĕçертмен. Шăпа çырни çумрах çÿрет, ăна асăрхама çеç пĕлмелле. Шупашкарта пурăнакан Ксения Ермаченкова Конго Республикинче çурала ÿснĕ Арнольдпа ăнсăртран паллашнă. Малашлăх çинчен ĕмĕтленмен, хутшăнусем аталанасса ĕненмен пике.

11 Нарăс, 2016

Тутлă пĕçерме те, машина юсама та пĕлет

Пĕчĕк чухнех вăл пуканепе мар, пиччĕшĕн машинисемпе вылянă. Халĕ те чун туртăмне кура юлташĕсем ăна сувенир евĕр автомобиль парнелеççĕ, раритет коллекцине пуянлатма пулăшаççĕ. Хÿхĕм те чипер пике автомобиль тĕнчине çывăхрах пулас тесе çулталăк каялла Шупашкарти «Ремавто» сервиса механика вырнаçнă.

19 Чÿк, 2015

Чăваш юмахĕсемпе халапĕсене турккăлла куçарать

Тĕлĕнмелле мар-и? Хăшĕ-пĕри ачисене тăван чĕлхепе калаç­тармасăр, «Чăваш чĕлхи Канашран иртсен тек кирлĕ мар», - тесе сăмса каçăртса каппайланса çÿренĕ вăхăтра ытти халăх çыннисем пирĕн çепĕç чĕлхемĕрпе интересленеççĕ, йăла-йĕркене тĕпчеççĕ, историпе культурăна тишкереççĕ.

15 Юпа, 2015

56 çулти Петр Корняков... университета вĕренме кĕнĕ

Шупашкарта пурăнакан Петр Корняков венчет çĕррине тахçанах тăхăннă, мăшăрĕпе пĕр ывăла пурнăç парнелесе çын тунă. Вăл та çемье çавăрнă, мăнуксем парнеленĕ. Петр Васильевич кулленех юратнă ĕçне васкать. Нумаях пулмасть вара 56 çулти арçын алла студент билетне илнĕ.

1 Юпа, 2015

Савăнăçпа килеççĕ ачасем шкула

Ирхи сакăр сехет çитеспе Савăнăç ятлă урхамах Платкаран Иккасси ялне пырса кĕчĕ. Автомобиль кустăрмиллĕ урапана вăл çăмăллăнах туртни сисĕнет. Урапа çинче - ачасем. Вĕсем хăйсен «транспорчĕпе» кунсерен çапла вĕренме çÿреççĕ.

Pages