Комментари хушас

29 Пуш, 2018

Упăшки Мадам тенĕ те, ялĕпех çапла чĕнеççĕ

Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнчи Прохоровсемпе çулталăк каялла паллашнăччĕ. Арçын мăшăрне мĕн пĕрлешнĕ кунранпах ятран чĕнсе курман, уншăн вăл — Мадам. Ялти ачасем те çакна кура Мария Леонидовнăна Мадам аппа теççĕ. Пĕррехинче Борис Прохоровăн больницăра сипленме тивнĕ. Чирлисем хистенĕрен арăмне ятран чĕнме хăнăхас тесе пĕр чарăнми «Мария, Мария Леонидовна» тесе выртнă вăл. Çук, тем пек тăрăшсан та çак хушма ята манайман, мăшăрĕ палатăна килсе кĕрсенех çăварĕнчен «Мадам» сăмах тухнă. Кунашкал чĕннине Мария Леонидовна тахçанах хăнăхнă ĕнтĕ. Кÿренмест те, хĕпĕртемест те уншăн, хăй ячĕ пекех йышăнать. «Маша, Мария Леонидовна тесен ытлашши иртĕхсе, вĕçкĕнленсе каять ман Мадам», — ăшшăн кулать Борис Константинович. Арăмĕ унра пĕртте иккĕленмест, мăшăрĕ хисепленине, унсăрăн пĕр кун та пурăнайманнине, ĕмĕр тăршшĕпех тĕрек, вăй пама хатĕррине лайăх пĕлет.

Тусĕн хĕрне çавăрнă

«Çамрăк чухне эпĕ çав тери куштанччĕ. Çавна пулах-и, Сăкăт хĕрĕсем çеç мар, таврарисем те çÿреме хирĕç марччĕ. Ман юлташ ялти пĕр пикене килĕштернĕ те пĕр май Марье те, Марье тет. «Кам-ха вăл, эп мĕншĕн пĕлместĕп ăна, мĕншĕн халĕ те курман?» — тетĕп. «Вăл никама та хăй патне пыртармасть, сана та», — тет хайхискер. Пĕр каччăна та хăй çывăхне яманскер мĕнлерех-ши вăл? Маншăн питĕ интереслĕ пулчĕ ку. Хайхи хĕре, юлташ вăрттăн саваканскерне, ташлама чĕнсе кăлартăм. «Сана паян ăсатма пыратăп, хирĕçлесен нихçан та хыççăн утмăп», — терĕм. Вăл нимĕн те чĕнмерĕ. Ташă каçĕ вĕçленчĕ — хĕр çук. Хыççăн сиккипе вĕçтертĕм, килне çитеспе хăваласа çитрĕм, тытса чартăм. Каччă чухне — аллă, хĕр чухне — хĕрĕх теççĕ те. Ман хыççăн та майрасем чупнă, йĕре-йĕре çыру çырнă салтака. Кунта таçтан тупăннă Горбунова, пĕр ял хĕрех ĕнтĕ, хамран ултă çул кĕçĕнрех, пуçа çавăрса ячĕ темелле-ши? Нимĕн те ăнланса-сиссе юлаймарăм, çулталăкран çемье çавăрма тиврĕ. Турă çырать теççĕ те, çырнах пуль çав апла», — çамрăклăхне кулкаласа аса илчĕ Борис Прохоров.
Мария Леонидовна шкулта вĕреннĕ чухне упăшкин йăмăкĕпе туслă пулнă, тетĕшĕ салтакран сăн ÿкерчĕк ярса панă, хайхискер ăна пĕр кунхине Марийăна кăтартнă. Каччăна курмасăрах çав яша юратса пăрахнă хĕр. «Вăл манран 6 çул аслă, пурнăç тăршшĕпе нумай вĕрентсе пычĕ: ыррине, лайăххине. Лава пĕрмай малалла туртаканпа утма çăмăлрах», — палăртрĕ Мария Леонидовна.
Кăпшимккере савăннă
Борис Константинович — ялти хисеплĕ çынсенчен пĕри. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Вăл 30 çул ытла Сăкăт вăтам шкулĕнче музыка вĕрентнĕ, Патăрьелти ача-пăча ÿнер шкулĕнче преподавательте тăрăшнă. Сăкăт ял хорĕн концертмейстерĕ пулнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.