Комментари хушас

«Пурнăç çулĕ Шри-Ланка утравĕнчи сĕтпе хутăштарнă чей пекех: эсĕ ăна нихăçан та ĕçсе курман, анчах пĕр-пĕринпе килĕшсе тăман япаласене пĕрлештернĕ хыççăн унччен ку мелпе усă курманшăн ÿкĕнетĕн», — терĕ 32 çулти Максим Чепель. Вăл пурнăçа джунглири чăтлăхпа танлаштарать. Унта тĕрлĕ кĕтесрен тискер чĕр чунсем сиксе тухма пултараççĕ, чăнлăхра вара — йывăрлăхсем. Каччă пур чăрмава та сирсе малалла талпăнма, тĕллевсене пурнăçлама хăнăхнă. Ачалăхри ĕмĕчĕсем пĕрин хыççăн тепри чăнлăха çаврăнаççĕ.

Шупашкара кăмăллать

Максимăн хăйне евĕр хушаматне асăрхамасăр иртеймĕн. Ку хушма ят мар-ши тесе те иккĕлентĕм. Çук иккен. Яш венгр юнĕллĕ тăван мар ашшĕн хушаматне илнĕ. Каччăна вăл мĕн пĕчĕкренех пăхса çитĕнтернĕ, тăван ашшĕне улăштарнă. Çывăх çыннине ăшă сăмахсемпе аса илчĕ каччă. Ашшĕ виçĕм çул пурнăçран уйрăлни çамрăкăн чунне ĕмĕрлĕхех амантнă.

Максим Мускавра çуралса ÿснĕ, унăн амăшĕ — Йĕпреç районĕнчи Туçа ялĕнчен. Вăл 30 çултан иртсенех çĕршывăн тĕп хулине куçса кайнă, унта ĕçлесе пурăннă. Максим ача чухне çулсеренех çуллахи каникула çав ялта ирттернĕ. Халĕ те вăл иккĕмĕш килне, Чăваш Ене, час-час килсе çÿреме тăрăшать. «Кирек епле çĕршывра пулсан та тăван тăрăха таврăнас килет. Ют çĕршыв илемĕпе тыткăнлансан та юратнă хуласене чун туртать. Мускавпа Шупашкара тата Питĕре питĕ кăмăллатăп. Вĕсемпе çыхăннă ăшă та çутă аса илÿсене чĕрере упратăп», — терĕ каччă.

Вăл ачаранах тĕнче курса çÿреме ĕмĕтленнĕ. Мускаври патшалăх пир-авăр университетĕнче вĕреннĕ чухне Максим юлташĕпе ятарлă программăпа Америкăна вăхăтлăха ĕçлеме кайнă. Анчах та ĕç-пуç маларах калаçса татăлнă пек çаврăнман, пурăнмалли кĕтеспе те пăтăрмах сиксе тухнă. Икĕ çамрăк хăйсем пекех телей шырама килнĕ вырăс студенчĕсемпе паллашса хайхискерсем тара тытса пурăнакан хваттере вырнаçнă. Вырăн сахаллипе кухньăра вĕрсе хăпартнă матрас çинче çĕр каçнă. Вĕсем тинĕс хĕрринче ĕç тупнă: пляжра выртса хĕртĕнмелли хатĕрсене, пысăк сунчăксене вырнаçтарнă. Ĕçĕ çăмăлах мар пулсан та пуç усман. Максим американсен калаçăвне лайăх ăн-карайман, шкулта вĕреннинчен уйрăлса тăнă вăл. Ĕç вĕçленсен яш ăнланнă: вăл пуласлăха çул çÿревсемпе çыхăнтарĕ. Анчах çунатлă ĕмĕте пурнăçа кĕртиччен нумай тар тăкма тивнĕ. Диплом илнĕ хыççăн вăл транспорт пайĕсем упранакан складра вăй хунă, пысăк тиевлĕ машинăсен ураписене, ытти йывăр япалана пĕчченех йăтнă. Черетлĕ хут йывăр ещĕке сĕтĕрнĕ чухне пурнăçа улăштармалли пирки шухăшланă: вăл кунтан лайăххине тивĕçлĕ. «Çынпа тĕрĕс калаçма пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Лару-тăрăва ытларах хутшăнусем витĕм кÿреççĕ вĕт», — çакна вăл студент чух-нех ăнкарса илнĕ.

Ял гербне шухăшласа кăларнă

Максим ĕç шырани пирки пĕлтерÿ çырса çакнă. Ăна сĕтел-пукан çĕнетес, çурт валли илемлĕ интерьер хатĕрлес енĕпе ĕçлекен компани ертÿçи йыхравланă. Малтан Максим унăн пулăшуçи пулнă. Çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултараканскер виçĕ çултанах карьерăра пысăк çитĕнÿ тунă. Вăл тĕнчипе паллă фаст-фуд ресторанĕсене юсакан компанисен ушкăнĕсене йĕркеленĕ. Çамрăк пуçлăх штата пысăклатма вăхăт çитсен иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕсемпе шăллĕсене, тăванĕсене ĕçе илнĕ. 10 çулта организаци çĕршыври тата чикĕ леш енчи 350 ытла ресторана юсаса хăтлăлат-нă. «Бизнес çулĕ çине тăрсан пĕрремĕш çур çул командировкăра иртрĕ тесен те йăнăш мар. Самолетпа миçе сехет вĕçрĕм-ши? Пĕр кунрах темиçе хулана çитсе килеттĕм, обћектсене тĕрĕслеттĕм. Юриех шутларăм: виçĕм çул эпĕ пурĕ 10 000 сехет самолетпа вĕçнĕ. Ку çур çул вĕт! Çĕршыври чылай хулара пулса куртăм, ăна тĕрлĕ енчен пĕлсе çитрĕм», — калаçăва тăсрĕ çамрăк бизнесмен.

Хăй ĕмĕтленнĕ пекех, Максим ют çĕршыва тăтăшах вĕçет. Ĕçпе кăна мар, тĕнче курмашкăн та. Чылай чухне вĕсем юлташĕпе ют çĕршыв илемĕпе киленеççĕ. Паллах, тĕрлĕ лару-тăрăва çакланни те чылай пулнă. Пĕррехинче Максимăн юратнă хулинче, Барселонăра, тусĕпе тата пуçлăхпа футбол матчĕнчен таврăннă чухне вырăнти йĕкĕтсем чарнă. «Руссо, руссо!» тесе сăмахлакансем вĕсене савăнса ыталанă. Каярахпа Максимăн тусĕн кĕсйинчен 200 евро çухалнă. Çав каçах футбол курма ятарласа Барселонăна килнĕ чикан каччисен ушкăнĕпе курнăçнă. Хайхискерсем те ырă кăмăлпа вырăссене ыталама пуçланă. Хăйне ыталама тăнă яшăн алли кĕсьери телефона кăларса илме хăтланнине Максим тÿрех сиснĕ, вăрра чышкă лектернĕ. Малалла вулас...

Нина ЦАРЫГИНА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.