Телекурав

18 Юпа, 2016

Чăвашла картинăсем çапла ÿкернĕ

Ун чухне Шупашкарта хĕллехи кинотеатр çукчĕ. Çавăнпа картинăсене спектакль лартман кунсенче драма театрĕнче кăтартатчĕç. Кăмăла кайнă фильмсене эпĕ темиçе хут та кураттăм. Çулла вара Атăл хĕрринчи хăмаран тунă кинотеатртан тухма та пĕлместĕмччĕ.

18 Юпа, 2016

Юлашки кунĕчченех тăван халăхшăн ĕçленĕ

Чăвашсен пĕрремĕш киноактриси Тани Юн çырнă «Иртнĕ кунсем-çулсем» асаилÿ кĕнекине çамрăк чухнех вуласа тухнăччĕ. Виçĕ çул каялла ăна çĕнетсе кăларнă май тата «Библиотека Президента Чувашской Республики» ярăм валли очерк, «Чăваш энциклопедийĕ» валли статьясем çырма тытăнсан ун пурнăçĕпе тарăнраххăн паллашма тÿр килчĕ. Мĕн тери пысăк талант, мĕн тери шăпа! Çак сăмахсем хăйсен тĕллĕнех пуçа килчĕç ун чух. Паллах, вулакана асăннă кĕнекере театрпа тата киноискусствăпа çыхăннă сыпăксем уйрăмах тыткăнлаççĕ.

18 Юпа, 2016

Эфирти пĕр минутшăн темиçе çын тăрăшать

Чăваш наци телекуравĕ 5 çул тултарчĕ. Паллах, пысăк юбилей мар ку. Çав вăхăтрах пĕтĕмлетÿ тумашкăн — çителĕклĕ тапхăр. Телекурав мĕнлерех аталанса пыни, эфира пĕрремĕш передачăсем тухнăранпа мĕн улшăнни, кăларăмсен пахалăхĕ, аудитори йышĕ...

2 Авăн, 2015

Мĕнле курма пулать-ши?

"Хыпар" хаçатра телекуравсен программи, çав шутра - Чăваш наци телевиденийĕн те, пичетленет. Шел, эпир ăна пăхаймастпăр. Мĕнле курма пулать-ши? Çапла пултăр тесен мĕн тумалла-ши? Ку ыйту мана кăна канăçсăрлантармасть вĕт!

Николай АЛЕКСАНДРОВ.
Вăрнар районĕ,
Уйкас Кипек ялĕ.

 

13 Нарăс, 2015

Телехыпарлав çул çыравĕ

Чăваш Ене телекурав хыпарлавĕ миçемĕш çулсенче çитнĕ? Телевизорсем хăçан тĕспе кăтартма пуçланă?

П.ВАСИЛЬЕВ. Çĕмĕрле районĕ.

Чăваш Республикинчи телехыпарлав историйĕ 1961 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçланать. Ун чухне Шупашкарти телекурав студийĕ сăнав шайĕнче пĕрремĕш кăларăмне кăтартнă.

Pages