Телекурав

14 Пуш, 2014

“Эпир пĕр ĕçех тăватпăр”

Чăваш наци телекуравĕ ĕçлеме пуçланăранпа икĕ çул иртрĕ. Унăн эфирĕнче тĕрлĕ кăларăм пур. Куракансем юратнисенчен пĕри - «Яш чух, çамрăк чух!» Пĕлтĕрхи авăнăн 29-мĕшĕнче тухма тытăннăскерте çамрăксен тĕрлĕ ыйтăвне хускатаççĕ.

29 Чÿк, 2013

“Çапла пултăр!” - пĕрремĕш

Телекуравра ток-шоу йышланчĕ. Пĕрремĕш каналпа Андрей Малахов ертсе пыракан «Пусть говорят» йышшине халăх уйрăмах кăмăллать. Ку проектсенче пурнăçри çивĕч ыйтусене сÿтсе яваççĕ, халăха хумхантаракан пулăмсене тишкереççĕ. Чăвашăн та каламалли шухăш чылай. Ăна хумхантаракан ыйтусене Чăваш наци телекуравĕн «Çапла пултăр!» ток-шоура хускатаççĕ.

Pages