“Эпир пĕр ĕçех тăватпăр”
Чăваш наци телекуравĕ ĕçлеме пуçланăранпа икĕ çул иртрĕ. Унăн эфирĕнче тĕрлĕ кăларăм пур. Куракансем юратнисенчен пĕри - «Яш чух, çамрăк чух!» Пĕлтĕрхи авăнăн 29-мĕшĕнче тухма тытăннăскерте çамрăксен тĕрлĕ ыйтăвне хускатаççĕ. Передачăна пăхса республикăри пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ, анлă тавра курăмлă çамрăксемпе çывăхрах паллашма май пур. Телекăларăмра - 6 рубрика.