Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа регионсен хушшинчи «Хĕрарăм сывлăхĕ: çие юлнинчен пуçласа ватлăх таран» наука-практика конференцине хутшăннă. Конференци Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ, ăна Лейла Адамянăн ыркăмăллăх фончĕн «Уçă университет» проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ пулăшнипе йĕркеленĕ.
Тĕнчере çуллен инсульта пула 6 миллион çын инкеке лекет, пирĕн çĕршывра — 0,5 миллион, урăхла каласан кашни 1,5 минутра Раççейре пурăнакансенчен пĕри унăн серепине çакланать. Чирленисен 10 проценчĕ кăна яланхи пурнăç йĕркине таврăнать, 80 проценчĕ, шел те, тĕрлĕ ушкăн инваличĕ пулса юлать.
Алкоголизм чирĕ мĕнрен пуçланать-ха? Çынсем эрехе ытларах чухне кăмăл-туйăма хăпартма ĕçеççĕ. Çак шĕвек ташлаттарать, юрлаттарать, çав вăхăтрах макăртать те. Никам та эрех серепине çакланасси е алкоголик пуласси çинчен шухăшламасть. Нумайăшĕ виçене пĕлсе ĕçетпĕр теççĕ. Шел те, малтанлăха кăна çавăн пек туйăнать. Çакă чирĕн пĕрремĕш тапхăрĕ: эрех çынна хăйĕн хăрушă серепине çавăрса илме, чура тума хăтланать. Ку вăхăтра çынна пулăшма çăмăлрах.