Çÿçсĕр юласси те хăратмĕ
Рак... Виçĕ сас паллирен тăракан çак сăмах çын чунне вилесле сехĕрлентерет, мĕншĕн тесен диагноз чăнласах вилĕмпе çыхăннă.
“Чире тупса палăртнă хыççăнах мана тухтăрсем нимĕн те каламан-ха, — иртнĕлĕхе таврăнчĕ амакпа ăнăçлă кĕрешекен хĕрарăм. — Хам нимĕн те чухламастăп, çынсем вара пĕлеççĕ! Ĕçре пурте манран айккинерех пулма тăрăшаççĕ, пĕлĕшĕмсем шеллесе пăхаççĕ... Мĕн пулнă. “Ара, санăн онкологи чирĕ вĕт”, — çирĕплетеççĕ пурте. Мĕнле онкологи?! Эпĕ хама лайăхах туятăп. Мĕнле чир пирки сăмах пырать??? Унтан тухтăрсем киле пычĕç те çынсем тахçанах калакан диагноза çирĕплетрĕç. Вăт çакăн чухне тĕнче йăтăнса анчĕ те маншăн... Пуçра пĕр шухăш — вилетĕп. Кĕçех... Анчах çав вăхăтра — хам ертсе пыракан организацин отчетпа суйлав пухăвĕ. Ертÿçине мана хăварасса калаççĕ. Мĕнле ертÿçĕ эпĕ халĕ? Ку тĕнчерен кĕçех каятăп вĕт... Унтан Мускавран сумлă хăнасем килессе пĕлтерчĕç. Кĕтсе илĕр, манăн вăхăт çук, эпĕ вилме хатĕрленетĕп. Çук, каллех хамах явапли тăваççĕ, татах вилме май çук... Çапла ĕçре пусăм хыççăн пусăм иртрĕ... Чăн та, вилĕмпе тĕл пулма çулталăк хатĕрлентĕм. Диагноза пĕлтернĕ чухне пуçран тукмакпа çапнăн туйăнчĕ пулсан каярахпа психологсем хăйсен аллине илчĕç мана. Маншăн... манпа кĕрешрĕç. Çакна лайăх ăнланса илтĕм ун чухне — çук, онкологи чирне тупса палăртни пирки çынна çапла пĕлтермелле мар, çакăн пек самантра шурă халатли çумĕнче тепĕр специалист пулмалла — психолог. Республикăри клиника онкологи диспансерĕнче паян шăпах çапла ĕçлеççĕ те”.
Усал шыçăпа кĕрешес енĕпе чăваш тухтăрĕсем паха опыт пухнă. Республика ку енĕпе çĕршывра малтисен ретĕнче темелле. Анчах та Чăваш хĕрарăмĕсен союзĕ пуçарнă ятарлă проект пекки Раççейĕпе те урăх çук. Асăннă пĕрлĕх онкологи чирĕпе асапланакансене пулăшас тĕллевпе малтанах “Пурнăçшăн”, “Пĕрле эпир пултаратпăр” проектсем хатĕрленĕччĕ. Раççей шайĕнчи гранта тивĕçнĕ укçа-тенкĕпе усă курса онкологи центрĕнче ятарлă пÿлĕм уçнăччĕ, унта психологсене явăçтарнăччĕ. Çак специалистсен пĕлтерĕшĕ кунта питех те пысăк — çакна ăнланса халĕ 3 психолог штат тытăмĕнчех ĕçлет.
Чире тупса палăртсан сиплев пĕрремĕш тапхăрĕн ăнăçăвĕ шăпах психологсемпе çыхăннă. Пациента çакна ăнлантармалла — онкологи, диагноз кăна, пачах та вилĕм мар. Пурнăçа урăхларах йĕркелеме тивет паллах. Философиллерех каласан — тĕрĕс пурăнма вĕренмелле: тĕрĕс сывлама, апат çиме, шухăшлама, таса шыв ĕçме... Онкологи — медицина ыйтăвĕ мар, ăна социаллă меслетсемпе татса памалла. Шăпах çакна шута илсе Хĕрарăмсен союзĕ малалла тепĕр утăм тунă — “Тимлĕхпе сиплесси” черетлĕ проект та грант шайĕнче пурнăçланса пырать. Пурнăçлаканĕсем — асăннă союз, ЧР Сывлăх сыхлав министерстви тата республикăри клиника онкологи диспансерĕ. Çакăн пирки журналистсене хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Ольга Зайцева, психиатри больницин тĕп тухтăрĕ Елена Калинина, министерствăн штатра тăман тĕп онкологĕ Сергей Агафонкин, Шупашкарти халăха социаллă комплекслă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн ертÿçи Рената Федорова тата диспансерăн реабилитаци уйрăмĕн заведующийĕ Надежда Шаржанова каласа кăтартрĕç.
Чире парăнтарма тĕллев тытнисем валли диспансерта ятарлă уйрăм уçнă — унта психологи, физкультура тата ытти пÿлĕм пур. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр пÿлĕме нарăс уйăхĕнче уçма палăртнă — унта чирлĕ çынна епле пăхмаллине вĕрентĕç. Инкек тăрук килсе çапсан нумайăшĕ çухалса каять вĕт, вырăн çинчен тăрайман çывăх çынна мĕнпе пулăшмалла? Халĕ ку тĕлĕшпе çĕнĕрен те çĕнĕ япаласем тухаççĕ сутлăха. Çакăн çинчен те каласа кăтартĕç пресс-конференцире. Чирлине кăна мар, ăна пăхакана хăйне те пулăшу кирлĕ — çак ыйтăва та татса пама тăрăшаççĕ диспансерта. Сергей Агафонкин палăртнă тăрăх, реабилитаци центрĕ пациента диагноза пĕлнĕренпе чире парăнтарса киле таврăничченех пулăшса пырать. Шупашкарти диспансерти пек хăш-пĕр оборудовани çĕршывра та урăх çук. Калăпăр, онкологипе химитерапи ăнăçлă кĕрешет. Анчах ун хыççăн çÿç тăкăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Журналистсенчен пĕри хунямăшне аса илчĕ. Чире палăртнă хыççăн татăклă йышăну тунă-мĕн хĕрарăм — больницăна кайса пулăшу ыйтмĕ вăл. Пуринчен ытла ăна çÿçсĕр юласси хăратнă. Шел те, паян вăл чĕррисен хушшинче çук ĕнтĕ. Çав вăхăтрах халĕ диспансерта çÿçе хăвăртрах ÿсме пулăшакан обородовани те пур... Апла пулсан — пулăшу сĕнекен алла тытмалла, хирĕçлемелле мар.
Паллах, чирлĕ çынна пăхасси — çăмăл ĕç мар. Рената Федорова хăй ертсе пыракан центр ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Вĕсем те асăннă проекта хутшăнаççĕ. Чирлисене килте, стационарта тата çурма стационар меслечĕсемпе пулăшаççĕ. Выртакансене пулăшас тĕллевпе сиделкăсен реестрне хатĕрленĕ. Вĕсем халĕ онкочир енĕпе специализациленеççĕ. Çывăх вăхăтрах центрпа онкодиспансер пĕрле ĕçлесси пирки килĕшĕве алă пусĕç.
Хĕрарăмсен союзĕ, медицина тата социаллă ĕçченсем çапла пĕрлешсе чирпе кĕрешме пулăшас ĕç хальлĕхе республикăра кăна пулса пырать-ха. Тен, ытти регионсем те пирĕнтен тĕслĕх илĕç. Инкек кирек те хăш самантра та кирек те хăш çемьене пырса кĕме пултарать. Диагноза палăртсан аптраса ÿкмелле мар. Республикăри клиника онкологи диспансерĕ пур пациента та, чирĕн кирек хăш тапхăрĕнче те пулăшма хатĕр.
“Чиртен сипленме мана Израиле те, Германие те чĕннĕччĕ, — каласа кăтартрĕ çÿлерех асăннă хĕрарăмах. — Манăн, паллах, унта каймашкăн майсем пурччĕ. Анчах та эпĕ кунтах сиплентĕм — республикăри онкодиспансерта оборудовани те, тухтăрсен квалификацийĕ те çÿллĕ шайра. Чикĕ леш енче сипленнисем, шел те, паян пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Эпĕ вара, тав Турра, паян та малалла ĕçлес ĕмĕтпе хĕмленетĕп-ха”.
Маргарита ИЛЬИНА.
Комментари хушас