сывлăх

17 Ака, 2015

Пĕр çемьери пек пурăнаççĕ

Апрельте Пĕтĕм Раççейри Куç курманнисен обществин Чăваш регион уйрăмне йĕркеленĕренпе 85 çул çитет. Обществăн вырăнти организацийĕ Куславкка районĕнче те ĕçлет. Вăл çак тăрăхри 25 ял-хулари тата Вăрмар районĕнчи 37 ялти 175 çынна пĕрлештерсе тăрать, çав йышра инвалидсем - 157-ĕн.

Организацие Чăваш Республикин халăхăн социаллă пулăшăвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Е.Морева 1992 çултанпа ертсе пырать. Çак тапхăрта инвалидсемпе ĕçлесси уншăн пурнăçĕн тĕп тĕллевĕ пулса тăнă.

3 Ака, 2015

Мĕн сĕнетĕр?

Мана арлăх парĕн аденоми аптăратать. Эмел ĕçетĕп, анчах пулăшмасть. Çак чиртен халăх медицини мĕн сĕнет-ши?

Алексей Смирнов. Куславкка районĕ.

Ку чиртен сипленме сире хăш-пĕр мелпе паллаштаратпăр:

Арлăх парĕн аденоминчен кавăн пулăшать. Ытларах сĕткенĕ. Ăна кашни кун пĕрер стакан 2-3 эрне ĕçмелле. Сĕткене 1 апат кашăкĕ пыл хушмалла. Аденома чирĕнчен кавăн вăрри те лайăх. Ăна типĕтмелле, ăшалама кирлĕ мар. Талăкра 100-120 гр пĕр уйăх хушши çимелле. Вĕтетнĕ вăрра апата хушма юрать.

19 Пуш, 2015

Çăмăллăн ереççĕ, час палăрмаççĕ

«Ирĕклĕ юрату». Пирĕн пурнăçа кĕчĕ вăл. Пĕли-пĕлми çынпа савăшни, харăсах темиçе еркĕнпе «пурăнни» çинчен час-часах илтетпĕр. Унăн çимĕçĕ - венери чирĕсем. Çапла, кирек мĕнле киленÿшĕн те, йăнăш утăмшăн та тÿлеме тивет. Кунашкал тĕслĕхсенче - сывлăха хур кăтартнипе.

25 Нарăс, 2015

Сипленме патшалăх пулăшать

Республикăри сиплев учрежденийĕсенче страхланă çынсене медицина пулăшăвĕн хакĕ пирки кашнине уйрăммăн пĕлтермелли проекта пурнăçласси малалла тăсăлать. Поликлиникăра тухтăр йышăнăвĕнче пулнă, диагностика тĕрĕслевĕ хыççăн пациента обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн программипе килĕшÿллĕн пулăшу мĕн хакпа танлашнине çирĕплетекен справка параççĕ. Енчен те гражданин талăкĕпех ĕçлекен е кăнтăрлахи стационарта сипленнĕ-тĕк ĕçлĕ хута ун хыççăн тивĕçет.

4 Нарăс, 2015

Ăшă сăмах эмелрен хаклăрах

Яла - çамрăксене

Аслă пĕлÿллĕ яш-кĕрĕме тăван тăрăхрах тымар яма условисем çителĕклĕ темелле. Хулана тухса кĕме ĕлĕкхи пек нушаллă мар, такăр çулпа вĕçĕмсĕр техника чупать. Ялсене тахçанах газ, шыв çитнĕ. Пÿртре кранран вĕри, сивĕ шыв юхать. Мĕнрен кая хуларинчен? Анчах çамрăксене илĕртмест ку, диплом илнĕ хыççăн хуларах юлма тăрăшаççĕ. Çавăнпах ялта кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Çакă медицинăра та сисĕнет.

Pages