Сывлăх сыхлавĕ

21 Çурла, 2015

Ăнтăлу пур чухне çитĕнÿ пулатех...

Паян Шупашкарти «Хула тĕп больници» бюджет учрежденийĕ хăй 55 çул тултарнине паллă тăвать. Юбилей - иртнине аса илсе малашлăха палăртмалли лайăх сăлтав. Хула тĕп больницин историйĕ вара Шупашкар, кунти промышленноç, строительство тата транспорт предприятийĕсен аталанăвĕн çул-йĕрĕпе тачă çыхăннă.

4 Çурла, 2015

Сиплев кăна мар, больницăри хăтлăх та тивĕçтертĕр

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви июль уйăхĕн 29-мĕшĕнче ирттернĕ "Пациент кăмăлне шута илсе йĕркеленĕ технологисем" пресс-турта республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем чи малтанах Раççей Сывлăх министерстви палăртнă çĕршыври чи лайăх ача-пăча поликлиникисен ТОП-3 шутне кĕнĕ Шупашкар

30 Çĕртме, 2015

Имплантатсене республикăрах хатĕрлĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкар хулинчи Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче регионсен хушшинчи "Пысăк сыпăсен эндопротезированийĕн çивĕч ыйтăвĕсем" ăслăлăхпа практика конференцие Раççейĕн 18 регионĕнчен пухăннă специалистсене саламланă.

30 Çĕртме, 2015

Хамăр тавар - шанчăклăрах

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова регионсен хушшинчи "Медицинăн ют çĕршывра туса кăларнă техникине хамăрăннипе улăштарнă условисенче чирлисене реабилитацилесси" конференцие хутшăннă. Унта федерацин Атăлçи округĕнчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен ертÿçисемпе регионсен общество палатисен представителĕсем пухăннă.

24 Ака, 2015

Иммунизаци эрни

Чăваш Республики апрель уйăхĕн 20 - 25-мĕшĕсенче иммунизацин Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн Европăри регион бюровĕ йĕркеленĕ эрнине хутшăнчĕ. Асăннă мероприятие ирттерме тытăннăранпа кăçал 10 çул çитрĕ, унăн тĕллевĕ - иммунизацири кăлтăксенчен хăтăласси тата ерекен чирсемпе вакцина профилактикин мелĕпе кĕрешни витĕмлĕреххине, прививкăсене пурте тивĕçме пултарни тата вĕсен хăрушсăрлăхĕ çинчен туллин ăнлантарса парасси.

Pages