Сывлăх сыхлавĕ

16 Кăрлач, 2015

Грипран сыхланăр

Грипп - сывлав органĕсен хăвăрт сарăлакан чирĕ. Вăл респираторлă вирус инфекцийĕсен ушкăнне кĕрет. 100 ытла вирус тĕсĕ шăнса пăсăлнин палли шутланать, А, В тата С ушкăнрисем кăна грипа яраççĕ. Чир тапхăрăн-тапхăрăн эпидеми тата пандеми пулса сарăлать. Хальхи вăхăтра грипăн 2000 ытла вариантне тупса палăртнă, вĕсем пĕр-пĕринчен шалти белоксен антигенлă пахалăхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Çакă вара вирус грипăн А, В е С ушкăнне кĕнине уçăмлатать.

Хăрушлăх пысăк

27 Раштав, 2014

Пациентсене - пахалăхлă пулăшу

Сывлăх сыхлавĕ этем пурнăçĕшĕн пĕлтерĕшли пуриншĕн те паллă, пирĕнтен кашниех тăтăшах пациент пулса тухтăр хÿтлĕхне кĕтет, медицина пулăшăвĕ пахалăхлă пулнипе кун-çулăмăр тăнăçлăхĕ уйрăлми çыхăннине ăнланать.

24 Авăн, 2014

Сывă пулас килсен - сасăла!

Республикăра пурăнакансен сывлăхне сыхлас тата çирĕплетес ыйтусемпе граждансене анкетăна хутшăнма йыхравлаççĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн указĕпе Правительствăна "Чăваш Республикин сывлăх профильне" хатĕрлесе çирĕплетме хушнă. Çакнашкал темăпа ятарлă программа кашни муниципалитетăн пуçармаллине палăртнă.

Çавнашкал профиль çине таянса кашни муниципалитет "Сывлăха аталантармалли план" çирĕплетме тивĕç. Унта медицина айккинчи, çын сывлăхне сиенлĕ витĕм кÿрекен факторсене чакармалли мероприятисене çирĕплетмелле.

3 Авăн, 2014

Кашни мĕнле сывланине пĕлсе тăрать

Ял çынни кашни «вак-тĕвекшĕн» вун-вун çухрăмра вырнаçнă район больницине каймасть. Алли-урине амантсан /суран йывăр пулсан/, вар-хырăм е пуç ыратнипе хăшкăлса çитсен, пепки вăл е ку амакпа аптрасан тин вырăнти фельдшерпа акушер пунктне çул тытать.

20 Çурла, 2014

Пĕрлехи вăйпа

Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин ситуаци центрĕнче информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли курав мелĕпе республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсемпе çыхăнса ирттернĕ брифингра сÿтсе явнă тĕп ыйту - Чăваш Ен Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинче пурăнакансен сывлăхне çирĕплетмелли тата пурнăç пахалăхне ÿстермелли хушма мерăсем çинчен» указне пурнăçа кĕртни.

Pages