Иммунизаци эрни

24 Ака, 2015

Чăваш Республики апрель уйăхĕн 20 - 25-мĕшĕсенче иммунизацин Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн Европăри регион бюровĕ йĕркеленĕ эрнине хутшăнчĕ. Асăннă мероприятие ирттерме тытăннăранпа кăçал 10 çул çитрĕ, унăн тĕллевĕ - иммунизацири кăлтăксенчен хăтăласси тата ерекен чирсемпе вакцина профилактикин мелĕпе кĕрешни витĕмлĕреххине, прививкăсене пурте тивĕçме пултарни тата вĕсен хăрушсăрлăхĕ çинчен туллин ăнлантарса парасси.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви иммунизаци эрнин ыйтăвĕсемпе ятарлă пресс-конференци йĕркелерĕ. Ĕçлĕ калаçăва министр çумĕ Наиля Зинетуллина, асăннă тытăмăн штатра тăман тĕп специалисчĕ-терапевчĕ Владимир Дубов пульманолог, Хулари 1-мĕш ача-пăча больницин тĕп тухтăрĕ Светлана Кожевникова аллерголог-иммунолог хутшăнчĕç.

Вакцинаци витĕмĕ пысăк

Наиля Хайрлисламовна палăртнă тăрăх - оппонентсем вакцинаци уссине сивлеççĕ. Çав вăхăтрах пурнăç чăнлăхĕ пачах урăххине ĕнентерет. Сăмахран, çула тухнă мотоциклиста пуçне тăхăннă шлем инкекрен - 56, хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнни водителе е пассажира 67 процент сыхлать пулсан, пĕр-пĕр чиртен вакцина профилактики тунă хыççăн çав амакран хÿтĕлесси 80 процентпа танлашать.

Вакцинаци инфекцисемпе кĕрешмелли чи перекетлĕ те юрăхлă май шутланать, халăхăн мĕнпур социаллă сийĕн ĕмĕрне тăсмалли мел пулса тăрать.

Хальхи вăхăтра, ерекен хăрушă чир-чĕртен хÿтĕлекен шанчăклă хатĕрсем пур тапхăрта, Раççей Федерацийĕн профилактика прививкисен наци календарĕпе палăртнă вакцинацие тивĕçме кашни гражданин правине патшалăх гарантилет. 2014 çултанпа асăннă документра 12 инфекцирен - В гепатит вирусĕнчен, туберкулезран, дифтерирен, коклюшран, столбнякран, полиомиелитран, хĕрлĕхенрен /корь/, эпидеми паротитĕнчен, хĕрлĕ шатраран /краснуха/, грипран, гемофили тата пневмоккок инфекцийĕсенчен - хÿтĕлемелли прививкăсене кĕртнĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.