Хамăр тавар - шанчăклăрах
Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова регионсен хушшинчи "Медицинăн ют çĕршывра туса кăларнă техникине хамăрăннипе улăштарнă условисенче чирлисене реабилитацилесси" конференцие хутшăннă. Унта федерацин Атăлçи округĕнчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен ертÿçисемпе регионсен общество палатисен представителĕсем пухăннă.
Алла Самойлова палăртнă тăрăх - ĕçлĕ калаçăва ирттермешкĕн пирĕн хутлăха суйласа илни ахальтен мар: Чăваш Енре медицинăн ют çĕршывра туса кăларнă инструменчĕсене, материалĕсене тата оборудованине хамăрăннипе улăштарассине аталантарма май çителĕклех.
"Республикăра хими производстви вăй илнĕ, унăн ирĕклĕ хăвачĕсен никĕсĕ çинче эмел кăларассине йĕркелеме пулать. Чăваш Енре медицина кластерĕ йĕркелеме услови çителĕклĕ. Унта имплантатсен производствин тата инфратытăм объекчĕн 10 яхăн лапамĕ кĕреет, çав шутра - Федерацин тĕнче шайĕнчи травматологин, ортопедин тата эндопротезированин пысăк технологиллĕ центрĕ те", - палăртнă министр.
Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Общество палатисен членĕ, Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерствин "С.Н.Федоров ячĕллĕ куç микрохирургийĕ" МНТКн Шупашкарти филиалĕн директорĕ, медицина ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Паштаев профессор офтальмологири тĕслĕхсемпе ют çĕршывра туса кăларнă продукци вырăнне Раççей таварĕпе усă курма май килнине çирĕплетнĕ. Тĕслĕхрен, Чăваш Енре 15 çул ытла ĕнтĕ ятарлă "Куç микрохирургийĕ тата Контур" предприяти ĕçлет, хирургин мĕнпур отраслĕ валли çĕлемелли материал кăларать. "С.Н.Федоров ячĕллĕ куç микрохирургийĕ" МНТК çавăн пекех Хусанти, Чулхулари, Йошкар-Олари предприятисемпе ĕçлĕ çыхăну йĕркеленĕ.
Раççей Федерацийĕн Общество палатин сывлăх сыхлавĕн, физкультурăн тата сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан комиссийĕн членĕ, Федерацин экстрапирамидлă улшăнусен тата ăс-тăн сывлăхĕн неврологи центрĕн ертÿçин çумĕ, медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ Эдуард Гаврилов ют çĕршыв эмелĕсене хамăрăннипе улăштарассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене хускатнă. Сăмахран, пурнăçшăн уйрăмах пĕлтерĕшлисен аналогĕсене туса хатĕрлес енĕпе 2014 çултанпа ĕçлеме тытăннă. Паянхи кун тĕлне çĕнĕрен пĕр препарата кăна регистрациленĕ, теприне кĕçех шута илмелле. Çавна май ку ĕçе хăвăртлатмалла тата малалла тăсмалла.
Республикăри протезпа ортопеди предприятийĕн директорĕ Юрий Ефиркин инвалидсене протезпа тивĕçтерессинче ют çĕршыв хатĕрĕсене хамăрăннипе улăштарасссипе çыхăннă ĕçре малашлăх тĕллевĕсене палăртнă. Чылай предприяти продукцин çĕнĕ номенклатурине ĕçе кĕртме пултарать. Тĕслĕхрен, "Химпром" - ортопеди валли ура лаппин полиуретан хатĕрне е кăкăр парĕн силикон протезне, "В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ - атă-пушмакăн вĕтĕ шăтăклă /микропористый/ тĕпне, "Элара" тата "Шупашкарти электроаппаратура завочĕ" - ура протезĕсен модулĕсене.
Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп тухтăрĕ Николай Николаев палăртнă тăрăх - травматологире ют çĕршыв оборудованине 100 проценчĕпех Раççейĕннипе улăштарма май килет-тĕк, ортопедире - 60-70 процент кăна.
Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче ют çĕршыв хатĕрĕсене хамăрăннипе улăштарас тĕллевпе çитес виçĕ çуллăха "çул-йĕр картти" йĕркеленине, экономикăн уйрăм отраслĕсенче 2020 çулчченхи аталанăвăн çумпрограммисене туса хатĕрленине çирĕплетнĕ. Халĕ республикăри 20 предприяти ют çĕршыв продукцине улăштаракан тавар кăларма тытăннă.
"Чикĕ леш енче тунине хамăрăннипе улăштарни медицина пулăшăвĕн пахалăхне чакарĕ тесе пăшăрханмалла мар. Пирĕн производительсен хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн майсем анлăланчĕç. Çав шутра - медицина изделийĕсемпе сиплев препарачĕсен производстви енĕпе те. Вĕсене Раççей Федерацийĕн рынокĕ хапăлласах йышăнать", - тенĕ Михаил Игнатьев.
В.ИЛЬИНА