Сиплев кăна мар, больницăри хăтлăх та тивĕçтертĕр

4 Çурла, 2015

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви июль уйăхĕн 29-мĕшĕнче ирттернĕ "Пациент кăмăлне шута илсе йĕркеленĕ технологисем" пресс-турта республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем чи малтанах Раççей Сывлăх министерстви палăртнă çĕршыври чи лайăх ача-пăча поликлиникисен ТОП-3 шутне кĕнĕ Шупашкарти Хулари ача-пăчан 1-мĕш, Пĕтĕм Раççейри "Поликлиника регистратурăран пуçланать" конкурсăн регион тапхăрĕнче мала тухнă тата Мускаври комиссин лайăх хаклавне тивĕçессишĕн кĕрешекен Хулари 1-мĕш клиника больницисене çитсе курчĕç, сиплев учрежденийĕсенчи çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç.

Ыттисемшĕн ырă тĕслĕх

Светлана Кожевникова тĕп врач палăртнă тăрăх - ача-пăча больницинче пациентсене пахалăхлă пулăшу парассине тата унпа тивĕçме пултараслăха ÿстерессине тивĕçлипе хаклаççĕ. Ачасен ашшĕ-амăшне хăйсене кирлĕ кабинетсене тупмашкăн меллĕрех пултăр тесе поликлиникăра курăнакан информаци - стенд-навигаторсем - вырнаçтарнă. Регистратура ĕçне çĕнĕлле йĕркеленĕ: участокри врач-педиатр патне пымашкăн "Электронлă регистратура" сервиспа усă курса, çавăн пекех call-центр телефонĕсемпе çырăнма пулать. Çакна СМС-пĕлтерÿ ярса çирĕплетессине йĕркеленĕ. Сывă тата чирлĕ ачасене тĕрлĕ вырăнта йышăнаççĕ: пĕрисене - пĕрремĕш, иккĕмĕшсене иккĕмĕш хутсенче. Сасартăк аптраса ÿкнĕ е васкавлă пулăшу кирлĕ ачасене ашшĕ-амăшĕ регистратурăра черет тăмасăрах врач умĕнхи йышăну кабинетне илсе пыма пултарать.

Черет тенĕрен, тухтăр кабинетне лекиччен пĕчĕк пациентсем тĕмсĕлсе лармаççĕ - вылямашкăн теттесемпе пуянлатнă кĕтес пур, тĕрлĕ мультфильм кăтартаççĕ. Сăмах май, ашшĕ-амăшне кирлĕ сĕнÿ-канаша та трансляцилеççĕ кунта.

Чире сирме ансатраххине пурте пĕлетпĕр, çавна май больницăра сывă пурнăç йĕркин технологийĕсене анлăн ĕçе кĕртеççĕ: вакцинацин, сывă пурнăç йĕркин вĕренÿ программисене йĕркеленĕ, астма, диабет, хĕрачасен йăха тăсассипе çыхăннă сывлăхне упракан, çамрăк амăшĕсен, ачана кăкăр сĕчĕпе çитĕнтерекенсен шкулĕсем ĕçлеççĕ.

"Поликлиникăра сывлăха тĕрĕслеттерсе тăракан çулталăк çурăчченхи ачасен 70 проценчĕ ытла амăшĕн сĕчĕпе пурăнать. Ку енĕпе малалла ĕçлетпĕр. Çамрăк хĕрарăмсене сĕте суса илме хăнăхтаратпăр. Тĕпренчĕкĕсене поликлиникăра ĕмĕртмешкĕн вĕсем валли ятарлă пÿлĕм уçма палăртнă", - пĕлтерчĕ Светлана Кожевникова.

Асăннă сиплев учрежденийĕн никĕсĕ çинче иртнĕ çулхи май уйăхĕнче Республикăри ачасен сывлăх центрне йĕркеленĕ.

Вăй-хала тĕреклетсе сипленмелли тата медицина реабилитацийĕ памалли уйрăма çĕнетсе улăштарнă, хальхи йышши оборудованипе пуянлатнă: 2014 çулта лазер терапийĕн нумай каналлă "Матрикс", биорезонанслă терапин "Инфита", дозăлакан аэротерапин "Аэровион", тăварпа типĕ ингаляци тумалли "Галонеб" тата ытти аппарат туяннă. Хальхи вăхăтра кунта тĕп нерв тата алă-ура тытăмĕсен чирĕсемлĕ, сусăр, диспансер сăнавĕн ушкăнĕнчи, вăраха кайнă амаклă çулталăка çитмен ачасем вăй-хал тĕлĕшĕнчен тĕрекленеççĕ. Асăннă уйрăмра çулталăка çитменнисем тата аслăраххисем валли халиччен икĕ бассейн пулнă. 2011 çулта юсава хупнăскерсене хута ямашкăн нухрат çитмен. Халĕ вĕсене йĕркене кĕртсе ку тăрăхра пурăнакан ачасене ишме вĕрентме тытăнас тĕллевлĕ. Асăннă учрежденире Çемье вакцинацийĕн центрне уçма палăртнă.

Кăçал сиплев учрежденийĕнче йывăр шăпаллă çул çитмен ачасене медицинăпа социаллă пулăшу паракан тата вĕсен сывлăхне упракан уйрăм уçнă.

ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова шухăшĕпе - Хулари 1-мĕш ача-пăча больници сиплевĕн ытти учрежденийĕшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Раççей шайĕнчи рейтингра мала тухмашкăн çăмăл пулман паллах. Хаклав критерийĕсем чылаййине пăхмасăр ача-пăча поликлиники тивĕçлĕ вырăн йышăннă.

"Темиçе фактора шута илчĕç: пациентсен шухăш-кăмăлне, персонал тыткаларăшне экспертсем пахаланине, çуртăн тулаш сăн-сăпатне, коллективăн креативлăхне тата ыркăмăллăхне. Пур енĕпе те тивĕçтерсе сиплев учрежденийĕ ячĕ-сумне çĕклеме пултарчĕ. Çакнашкал пысăк рейтинглă поликлиника пуррине кура республикăри ытти учреждени те малалла ăнтăласса шанатăп. Кăтартуллипе танлашмалла вĕсен", - терĕ министр.

Поликлиника регистратурăран пуçланать...

Медицина пулăшăвне тивĕçекенсем чирлĕ çынсем пулнине тĕпе хурса Хулари 1-мĕш клиника больницинче халăх ыйтăвне тĕплĕн тишкернипе тата пациент кăмăлне шута илсе йĕркеленĕ технологисене пурнăçа кĕртнипе çирĕп тытăм туса хурсан кăна вĕсене пахалăхлă сиплев пама май килнине аван ăнланаççĕ. Çакнашкал çĕнĕлĕхсене шăпах асăннă коллектив чи малтан алла илнĕ.

Медицина учрежденийĕн тĕп врачĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталия Белова палăртнă тăрăх - çĕнĕ технологисемпе усă курма пуçланă хыççăн больницăра ырă улшăнусем пулса иртнĕ. Пациентсем валли хăтлă условисем тунă: кану вырăнĕсем, информаци стенчĕсем, инфоматсем йĕркеленĕ. Больница çурчĕн кашни хутĕнче ятарлă мониторсем лартнă, вĕсем сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе çыхăннă сĕнÿсемпе паллаштарса тăраççĕ.

2011 çултанпа кунта курав сăнавĕн тата кулленхи "контрольлĕ" ÿкерчĕксен мелĕпе черет мониторингне хатĕрлеççĕ. Кăлтăксене асăрхасанах ĕçе оптимизацилемелли мерăсем палăртаççĕ. Çавăн пекех страховани полисĕсен штрих-кочĕсен информацине хăвăрт "вулама" май килнĕрен медицина регистраторĕн пациентăн кăтартăвĕсене талона кĕртмелле мар. Çакă та черетрен хăтăлма пулăшать. Халĕ регистратурăра кĕтсе тăракансем 3-4 çынран ытла мар.

"Поликлиника ĕçне пациентсен кăмăлне тĕпе хурса йĕркелемешкĕн çынсен шухăш-кăмăлне пĕлес тĕллевпе малтан участоксенче анкетăсем, ыйтăмсем ирттернĕ. Граждансем пирĕнпе халĕ те "васкавлă лини" телефонĕсемпе, сайт урлă çыхăнма пултараççĕ. Унсăр пуçне кашни хутра çырусен "Пациентсем тĕлĕшпе больница ыркăмăллă" ещĕкне вырнаçтарнă. Малтанхи вăхăтра вĕсем çăхавсемпе тулса ларатчĕç, халĕ вара тав сăмахĕ ытларах. Çынсен кăмăлне яланах шута илетпĕр, вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр", - тет Наталия Белова.

Пĕрне-пĕри ăнланса

Пресс-тура пĕтĕмлетсе ирттернĕ пресс-конференцире ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова пациентсемпе поликлиника пĕрне-пĕри ăнланма пултарни пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Тĕслĕхрен, тухтăр патне электронлă майпа çырăннисен 20 проценчĕ таран тĕрлĕ сăлтавпа йышăнăва каймасть.

"Электронлă регистратурăна пурнăçа кĕртнипе килтен тухмасăрах тата телефон кĕпçине çĕклемесĕрех тухтăр патне çырăнма пулать, - палăртрĕ Алла Самойлова. - Шел те, пациентсен яваплăхĕ пысăк мар. Çырăннисен 20-30 проценчĕ больницăна пымасть: пĕри ерçеймен, анчах çакăн пирки шăнкăравласа пĕлтерме васкамасть, çырăннине пăрахăçлаттармасть. Тепри манса кайнă е хăйне меллĕ вăхăтра пымашкăн темиçе кунлăха паллă тутарнă. Çавна пула черет пушă мар шутланать, чăннипех чирли ун вырăнне йышăнаймасть. Икĕ енлĕ çыхăну кирлех. Пациент палăртнă кун çитеймесен е йышăнăва тепĕр куна куçарас тесен кун пирки сиплев учрежденине шăнкăравласа пĕлтермелле. Çапла вара тепĕр пациент валли вăхăт тупăнать."

Министр пĕлтернĕ тăрăх - асăннă ыйтăва татса парас тĕллевпе кăçалхи апрель уйăхĕнче пациентсене йышăнăва çырса хуни çинчен вĕсен карас телефонĕн номерĕпе СМС-пĕлтерÿ яма тытăннă. Тăватă уйăхра республикăра çакнашкал хыпарлава 157 пин çын илнĕ те ĕнтĕ.

Пресс-конференцире медицина персоналĕн этика тата деонтологи темине, тухса çÿреме кансĕр граждансене юрăхлă хутлăхпа тивĕçтерес, корпоратив этикин /çав шутра - медицина ĕçченĕсем пациентсемпе хутшăнассипе, телефонпа консультаци парассипе, çăмăллăхлă эмелпе тивĕçтерессипе çыхăннисен/ ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

"Вак-тĕвек шутланакан çакнашкал пулăмсем те пациентсене те, сывлăх сыхлавĕн тытăмне те витĕм кÿреççĕ",- терĕ министр ĕçлĕ тĕлпулăва пĕтĕмлетсе.

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.