Сывлăх сыхлавĕ

21 Юпа, 2015

Вакцина профилактики ‐ шанчăклă мел

Грипп хăрушлăхне сиресси хамăртан килет

Çитĕннĕ çынсене грипран иммунизацилемешкĕн «Совигрипп» вакцинине иртнĕ эрнере республикăна 260 пин ытла доза кÿрсе килнĕ. Ачасене профилактикăлама август уйăхĕнчех пуçланă - «Гриппол плюсăн» 103 пин дозине туяннă. Çакăн çинчен республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли грипран вакцина профилактики тунин эффективлăхĕн ыйтăвĕсемпе йĕркеленĕ пресс-конференцире ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Наиля Зинетуллина пĕлтерчĕ.

8 Авăн, 2015

Ачасем тухтăра куллинчен паллаччăр

Çемьене çĕнĕ кайăк килнĕ самантран ашшĕ-амăшĕшĕн пурнăç тĕпрен улшăнать: малашне юратнă пепки вĕсен пурнăç пĕлтерĕшĕ пулса тăрать. Ачин сывлăхĕшĕн хăйсеннинчен те ытларах пăшăрханни паллă ĕнтĕ. Акă, мĕншĕн пепкене чир-чĕртен сыхлас енĕпе аслисен сисчĕвленÿ ытларах пулмалла.

5 Авăн, 2015

Чирлисене сиплеççĕ

Кăçалхи çулталăк уявсемпе пуян. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине анлă уявларăмăр. Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 95 çул çитрĕ. Кунсăр пуçне Элĕк районне тепĕр хутчен йĕркеленĕренпе - 50 çул.

29 Çурла, 2015

Пурнăç хут çинче тытăнса тăмасть...

"Юн кирлĕ! Пулăшăр!.." - çакнашкал каланине пирĕнтен кашниех пĕрре мар илтнĕ. Апла тăк çын инкеке лекнĕ... Ахăртнех, пурнăçпа вилĕм хушшинче тăрать вăл. Ахальтен мар вăхăтра алă тăсни виçĕ хутчен пулăшнипе танлашнине палăртнă ваттисем. Шăпах хисепе тивĕçлĕ çынсем çинчен сăмах хускатас килет манăн.

Pages