Ачасем тухтăра куллинчен паллаччăр

8 Авăн, 2015

Çемьене çĕнĕ кайăк килнĕ самантран ашшĕ-амăшĕшĕн пурнăç тĕпрен улшăнать: малашне юратнă пепки вĕсен пурнăç пĕлтерĕшĕ пулса тăрать. Ачин сывлăхĕшĕн хăйсеннинчен те ытларах пăшăрханни паллă ĕнтĕ. Акă, мĕншĕн пепкене чир-чĕртен сыхлас енĕпе аслисен сисчĕвленÿ ытларах пулмалла.

Ачасен сывлăхĕ çирĕпрех пултăр тени - патшалăх ертÿлĕхĕн те приоритетлă тĕллевĕ. Юлашки çулсенче Чăваш Енри медицина тытăмĕ ачасен чир-чĕр профилактикипе çыхăннă мероприятисем чылай ытларах ирттерни сисĕнет. Çак тăрăшулăхăн уссине çирĕплетекен тĕслĕхсем те пур. Акă, ачасен хушшинче пĕтĕмĕшле чирсемпе аптăракансен йышĕ юлашки икĕ çулта 3 процент чакнă. Сывлăх кăтартăвĕн «А» ушкăнне /пур енчен те сывă/ лекекенсем республикăри мĕнпур ачан 31 проценчĕпе танлашаççĕ /икĕ çул каялла кăна кăтарту 17 процент пулнă/. Тин çуралнă ачасен вилеслĕхĕн тĕлĕшĕпе те кăтарту Раççейре чи сахаллисен йышĕнче.

Ача-пăча сывлăхĕ çинчен ахальтен аса илмерĕм: сентябрĕн 4-мĕшĕнче ача-пăчасен Шупашкарти 1-мĕш поликлиникин корпусĕсенчен пĕри реконструкци хыççăн çĕнĕрен уçăлчĕ. Павлов мичман урамĕнчи 56А çуртра вырнаçнă больница умĕнчи лапамра çак кун ирех савăнăçлăччĕ. Поликлиникăн персоналне тата ун çумне çирĕплетнĕ ачасен ашшĕ-амăшне саламлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, депутатсем килсе çитрĕç. Малалла вулас...

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.