соревнования

26 Авăн, 2017

Тимĕр вăййине юратакансем ăмăртăва хатĕрленеççĕ

Вăйлă арçынсем металран хатĕрленĕ тĕрлĕ виçеллĕ снарядсем йăтассипе ĕлĕк-авалах тупăшнă. Официаллă ăмăртусем йĕркелесси XIX ĕмĕр вĕçнерех кăна йăлана кĕнĕ. Раççейре, сăмахран, кире пуканĕ тата штанга йăтакансен пирвайхи турнирĕсене пуçласа Санкт-Петербургра 130 çул ытларах каялла Нева тăрăхĕнчи паллă врач тата культурист Виктор Краевский пуçарнипе ирттернĕ.

15 Авăн, 2017

Чăваш Енри атлетсем Раççей кубокне тухса кайнă

Кире пуканне çăмăллăн парăнтарма Шупашкарти «Энерги» спорт шкулĕнче Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин хăнăхтарнă атлетсем Крымри Алушта хулинче иртекен Раççей кубокне хутшăнĕç. Ăмăрту авăн уйăхĕн 16–23-мĕшĕнче пулĕ.

9 Авăн, 2017

Эстафетăра — хастаррисем кăна

Паян Шупашкарти "Энергия" стадионра "Советская Чувашия" хаçат Андриян Николаев космонавта асăнса йĕркелекен çăмăл атлетика эстафети иртрĕ. Паллах, унта "Хыпар" Издательство çурчĕн туслă ушкăнĕ те хутшăнмасăр юлмарĕ. Чупура ăмăртакан журналистсене хавхалантармашкăн "Хыпар" хаçат директорĕ-тĕп редакторĕпе Татьяна Вашуркинăпа пĕрле издательствăра тухса тăракан тĕрлĕ кăларăм ĕçченĕсем те стадиона пухăнчĕç.

23 Çурла, 2017

Чăваш Енри пенсионерсем спартакиадăна хутшăнĕç

Ыран Çĕнĕ Шупашкарта пенсионерсем спартакиадăна пуçтарăнĕç. Аслă çулхисем хушшинчи кун пек ăмăртăва кăçалхипе пиллĕкмĕш хут йĕркелеççĕ. Унта палăрнисем республикăн пĕрлештернĕ командине кĕрĕç, унтан Раççейри ăмăртăва тухса кайĕç.

Pages