Тимĕр вăййине юратакансем ăмăртăва хатĕрленеççĕ

26 Авăн, 2017

Вăйлă арçынсем металран хатĕрленĕ тĕрлĕ виçеллĕ снарядсем йăтассипе ĕлĕк-авалах тупăшнă. Официаллă ăмăртусем йĕркелесси XIX ĕмĕр вĕçнерех кăна йăлана кĕнĕ. Раççейре, сăмахран, кире пуканĕ тата штанга йăтакансен пирвайхи турнирĕсене пуçласа Санкт-Петербургра 130 çул ытларах каялла Нева тăрăхĕнчи паллă врач тата культурист Виктор Краевский пуçарнипе ирттернĕ.

Кире пуканĕ йăтасси Раççейри, çавăн пекех Украинăри, Беларуçри, Латвири, Казахстанри пăхаттирсен хушшинче 1950-1960 çулсенче аталанма пуçланă. 1962 çулхи нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Пушкăртстанра Атăлпа Урал тăрăхĕнче мала тухассишĕн ирттернĕ турнирта пирĕн республикăри атлетсен команди помост хуçисене выляса ярса иккĕмĕш вырăн йышăннă. Тепĕр уйăхран Барнаулта «Урожай» ирĕклĕ физкультурăпа спорт обществин чемпионачĕ иртнĕ. Чăваш атлечĕсем кунта та ăнăçлă ăмăртнă. Пирĕннисем Алтай крайĕн команди хыççăн иккĕмĕш вырăна тухнă. Çĕмĕрле районĕнчи ветеринари сыватмăшĕн тĕп тухтăрĕ, 60 çула яхăн каялла Хусанта, Мускавра тата ытти хулара ирттернĕ турнирсенче палăрнă Виктор Захаров Çĕпĕрте те абсолютлă чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ. Виктор Григорьевич спорт ăмăртăвĕсене 50 çулчченех хутшăннă.

1970-1980 çулсенче Тăвай районĕнчи паллă педагог, отставкăри капитан, кире пуканĕ йăтассипе республикăри пĕрремĕш спорт мастерĕ Альфред Пимулин палăрнă. Альфред Александрович çĕршыв чемпионачĕсенче çирĕме яхăн тĕрлĕ тĕслĕ медаль çĕнсе илнĕ. Пирĕн ентешсенчен çавăн пекех Елчĕк районĕнчи Анатолий Горшков, Юрий Карпов, Юрий Попов, Патăрьел тăрăхĕнчи Борис Глинкинпа Любовь Семенова-Эллина, Канаш районĕнчи Андрей Атласкин, Хĕрлĕ Чутайри Владимир Ульяновпа Юрий Бронюков, Йĕпреç районĕнчи Пучинке спортсменĕсем Владимир Петровпа Джанита Щербина- Павлова, Куславккара çуралса ÿснĕ Сергей Кириллов тата ытти чăваш пăхаттирĕсем тĕлĕнтерчĕç.

1984 çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн спорт залĕнче кире пуканĕ йăтас енĕпе республикăри «Коммунизм ялавĕ» /халĕ «Хыпар»/ хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш уçă турнир иртнĕ. Çав тапхăртанпа унта хăйсен ăсталăхне çĕршыври вун-вун регионти пилĕк пин ытла атлет кăтартнă. Юлашки çулсенче Кÿкеç поселокĕнче, Куславкка тата Шупашкар хулисенче ирттернĕ турнирсенче юратнă хаçатăн парнисене чăваш пăхаттирĕсемсĕр пуçне Кемĕр, Кострома, Омск, Ульяновск, Чулхула, Челябинск облаçĕсенчен, Мари тата Тутар республикисенчен килнĕ спортсменсем тивĕçрĕç.

Кăçал йăлана кĕнĕ XXXIV турнира юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Шупашкарти «Спартак» стадионта ирттерме палăртнă. Унта Брянск, Вологда, Тюмень, Ульяновск облаçĕсен представителĕсем ăмăртăва хутшăнма кăмăл туни çинчен пĕлтерчĕç. Хамăр республикăри хуласемпе районсенче те çывăх вăхăтра кире пуканĕ йăтассипе тĕрлĕ ăмăрту иртĕ. Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче спортсменсем Елчĕк районĕнчи Хăвăлçырма ялне темиçе хут та республика чемпионĕ пулнă Андрейпа Алексей Трофимовсен парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен ăмăртăва пухăнĕç.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн президенчĕ Юрий Попов тимĕр вăййине аталантарас тĕлĕшпе пысăк ĕç тăвать. 1983 çулта Раççей чемпионĕ пулнă Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн республикăри уçă турнир кăçалхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Красноармейски салинче иртĕ. Çак кунсенче райадминистрацин пуçлăхĕ Сергей Молотков çак мероприятие хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă ыйтупа лару ирттерчĕ. Унăн ĕçне «Хыпар» Издательство çурчĕн коммерци директорĕ Надежда Толстова, ЧР физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ Игорь Головин, кире пуканĕ спорчĕн республикăри федерацийĕн ертÿçи Юрий Карпов тата ыттисем хутшăнчĕç.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.