соревнования

22 Кăрлач, 2018

Кикбоксерсем тупăшĕç

Вăрнар районĕнче Кикбоксинг енĕпе республика ăмăртăвĕ иртĕ. Спорт мероприятине официаллă майпа кăрлачăн 27-мĕшĕнче уçĕç.

Вăрнар тăрăхĕнче кунашкал спорт ăмăртăвĕ халиччен иртменнине те палăртмалла. Унăн тĕп тĕллевĕ, паллах, халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарасси, яшсемпе хĕрсене патриотизм туйăмĕпе хăпартлантарасси. Унпа пĕрлех ÿсекен ăрăва çирĕп те вăйлă çитĕнсе тăван çĕршыва хÿтĕлеме хавхалантармалла-çке. Тепĕр тесен спортпа туслă яш-кĕрĕм усал йăлапа та туслашмасть.

14 Кăрлач, 2018

Ҫӑмӑл атлетика пур, пулать те

Паян Ҫӗнӗ Шупашкарти Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗнче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн Кубокӗшӗн Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртет.

5 Кăрлач, 2018

Çĕрпÿ районĕнче мотокросс иртнĕ

Паян Çĕрпÿ районĕнче мотокросс енĕпе ăмăрту иртнĕ. 

Унта Самар, Ульяновск, Киров облаçĕсенчи, Тутарстанри, Мари Элти, Мордва Республикинчи тата Чăваш Енри  40 ытла спортсмен хутшăннă. Ăмăртнисем те, курма пынисем те тупăшупа кăмăлтан киленнĕ.

30 Раштав, 2017

Шупашкарта юланутçăсем тупăшнă

Паян Шупашкар заливĕ хĕрринче юртă лашасен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта хамăр тăрăхрисем çеç мар, Тутарстанри тата Ульяновск облаçĕсенчи лаша спортне юратакансем те килсе çитнĕ.

2 Раштав, 2017

Япони команди çĕнтерчĕ, Раççей — пиллĕкмĕш

Çапла вĕçленчĕ раштавăн 1-мĕшĕнче пуçланнă тĕнче кубокĕ. Тĕп парнине çĕнсе илессишĕн финалта Японипе Китай командисем тупăшрĕç. Юлашки раунд 4:4 шутпа вĕçленчĕ пулин те Япони çĕнтернĕ тесе йышăнчĕç.

Pages