Эстафетăра — хастаррисем кăна
9 Sep, 2017 | Спорт | ăмăртусем

Паян Шупашкарти "Энергия" стадионра "Советская Чувашия" хаçат Андриян Николаев космонавта асăнса йĕркелекен çăмăл атлетика эстафети иртрĕ. Паллах, унта "Хыпар" Издательство çурчĕн туслă ушкăнĕ те хутшăнмасăр юлмарĕ. Чупура ăмăртакан журналистсене хавхалантармашкăн "Хыпар" хаçат директорĕ-тĕп редакторĕпе Татьяна Вашуркинăпа пĕрле издательствăра тухса тăракан тĕрлĕ кăларăм ĕçченĕсем те стадиона пухăнчĕç.

Кăçалхипе 79-мĕш хут иртекен сумлă ăмăртура 154 ушкăн старта тухрĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ. Эстафетăра тупăшакансене саламланă май вăл çак ăмăртăва юлашки çулсенче халăх йышлăн хутшăннине палăртрĕ. Михаил Васильевич мероприятие çÿллĕ шайра йĕркелесе пынăшăн "Советская Чувашия" хаçат генеральнăй директорне-тĕп редакторне Владимир Васильева тав турĕ. Редакци эстафетăра çур çул каялла пурнăçран уйрăлнă "Советская Чувашия" хаçат корреспондентне Александр Егорова асăнса ятарлă кубок хатĕрленĕ. Шăпах вăл çулсеренех ку ăмăртăва ертсе пынă, спорт хыпарĕсене çутатнă. Кубока Наци телевиденийĕн редакторĕ Мальвина Петрова тивĕçрĕ.

Ăмăрту нихăш çул та паллă спортсменсемсĕр иртмест. Кăçал унта Олимп вăййисен чемпионки, ЧР патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаевна хутшăнчĕ.

Эстафета яланхиллех VIP-чупуран пуçланчĕ. Влаç органĕсенче вăй хуракансем,министерствăсемпе ведомство ертÿçисем, районсемпе хула пуçлăхĕсем, депутатсем 400 метрлă дистанцие чупса тухрĕç.

Тĕрлĕ организаци ĕçченĕсем, вĕрентÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илекенсем, массăллă коммуникаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем, спортпа туслă çемьесем — пурте хастар тупăшрĕç. Журналистсен ушкăнĕнчи маттурсене палăртам: чи малтан финиша Наци радиовĕн корреспонденчĕсем çитрĕç. 2-мĕш вырăна Наци телекуравĕн ĕçченĕсем йышăнчĕç. Шупашкар районĕн "Тăван Ен" хаçат журналисчĕсем вара 3-мĕш тухрĕç.

 

Нина ЦАРЫГИНА. Автор тата Лидия ФИЛИППОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас