Пурăн, ял шкулĕ!
Нумаях пулмасть Чăваш Енре пулса иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ял вĕрентекенĕсен 3-мĕш съездне шкул хутлăхĕнчен аякра тăракан çынсем те анлă сÿтсе явасса чылайăшĕ кĕтменччĕ-тĕр. Раççей ертÿлĕхĕнчи сумлă хăнасем республикăна килнине хăнăхрăмăр пулас та — визитсем хыççăн улшăну таврашĕ пулни-пулманнине сăнасах та тăмастпăр-и?