Çав куна чăтăмсăр кĕтеççĕ
Вăхăт шав малалла шăвать. Ачасем тин çеç çуллахи каникула кайрĕç темелле. Ак, кĕçех çĕнĕ вĕренӳ çулĕ те пуçланĕ. Хаваслă, йăл кулăллă арçын ачасемпе хĕрачасем каллех парта хушшине ларĕç. Пĕлӳ «карапĕ» нумай-нумай вĕренĕвĕн çĕнĕ «утравĕ» çине илсе çитерĕ. Ачасем хальччен пĕлменнине хаваспах «шĕкĕлчĕç». Тĕпчемелли, кăсăкли умра вара темĕн чухлех пулĕ. Вĕрентекенсем пулăшнипе нумай çĕннине алла илĕç.
Паян вара шкулсене çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленнине тĕрĕслеççĕ. Юсав валли республика бюджетĕнчен 346 миллион тенкĕ укçа уйăрнă.
Хатĕрленӳ ĕçĕсем палăртнă пекех пулса пыраççĕ. Утмăл тăватă шкулта хутса ăшăтмалли системăсене вырнаçтарассине тимлĕх уйăрнă. Ачасем спорт занятийĕсене хăтлă залсенче ирттерни пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та çирĕм сакăр ял шкулĕсен спорт залĕсене вĕренӳ çулĕ пуçланиччен юсаса çĕнетесшĕн тăрăшаççĕ.
Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел, Çĕмĕрлери 2-мĕш, Вăрмарти Г.С.Егоров ячĕллĕ, Улатăр районĕнчи Восходри тата Улатăрти Совет Союзĕн Геройĕ З.И.Парфенова ячĕллĕ вăтам шкулсенче тĕплĕ юсав пырать.
Комсомольски районĕнчи Элпуç шкулне çӳрекенсем вара çак савăнăçлă куна нихăçанхинчен те тӳсĕмсĕр кĕтни куçкĕрет. Кунта кăçал çĕнĕ хăтлă пĕлӳ çурчĕ 165 вĕренекене тата шкул çулне çитмен 40 ачана хаваспах йышăнĕ.
Комментари хушас