Пурăн, ял шкулĕ!

20 Авăн, 2016

Нумаях пулмасть Чăваш Енре пулса иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ял вĕрентекенĕсен 3-мĕш съездне шкул хутлăхĕнчен аякра тăракан çынсем те анлă сÿтсе явасса чылайăшĕ кĕтменччĕ-тĕр. Раççей ертÿлĕхĕнчи сумлă хăнасем республикăна килнине хăнăхрăмăр пулас та — визитсем хыççăн улшăну таврашĕ пулни-пулманнине сăнасах та тăмастпăр-и? Апла-и, капла-и — ял учителĕсен Аслă пухăвĕ вĕренÿ тытăмĕнчи чылай çивĕч ыйтăва çĕкленĕрен, пушшех те — нумайăшне Раççей вĕренÿпе ăслăлăх министрĕ Ольга Васильева хăй пуçарнăран — вĕсем тавра калаçу тĕлпулу хыççăнах пăчланмасси куçкĕрет.

Паян эпир съездра хускатнă хăшпĕр ыйту тавра тĕплĕнрех калаçăпăр, делегат-педагогсен шухăш-кăмăлĕпе паллашăпăр.

Статусĕпе — расна

Чи малтанах — съезда ятарласа ял шкулĕсенче ĕçлекен педагогсене пухни пирки. Пĕлÿ парасси хулара та, ялта та пĕр пекех пахалăхлă пулмалла тесе тĕллев лартатпăр пулсан хула тата ял вĕрентекенĕсене уйăрни тĕрĕсех-ши тесе иккĕленет-тĕр хăшĕ-пĕри. Çĕршыври 25 пин шкул — ялта, вĕсенче Раççей вĕренекенĕсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ пĕлÿ илет. Ял шкулĕн вара истори кирек хăш тапхăрĕнче те хăйĕн çивĕч ыйтăвĕсем, хулари вĕрентекенсем шухăшласа та илейми кăткăслăхсем — пулнă, пур, пулĕç те. Çапах та темĕнле йывăрлăха та — çĕнтермелле. Çакна тума кашни харпăр хăй пĕлнĕ пек тапаçланнинчен пĕрле канашласа ĕçе кÿлĕнни — лайăхрах.

Съезда хутшăннисенчен кашни тенĕ пекех ял шкулĕнче тăрăшакан педагогăн статусĕ раснараххине, вăл яланах общество пурнăçĕн авăрĕнче çаврăннине, вĕренÿ организацийĕ хăй вара яла пĕтĕмĕшле пĕрлештерекен социокультура центрĕ пулнине палăртрĕ. Çак шухăшпа килĕшмесĕр май çук — ялсенчи кирек мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулăм та шкул хутшăнмасăр, вĕрентекен витĕмĕсĕр иртмест. Субботник йĕркелемелле-и е ăмăрту ирттермелле, уяв тĕлне концерт хатĕрлемелле-и е пĕр-пĕр мероприятире ăсталăх класĕпе паллаштармалла — ял тăрăхĕн администрацийĕн пĕрремĕш пулăшуçисем – вĕренекенсемпе учительсем. Шкулта вулавăш, медицина пÿлĕмĕ, спортзал пур тăк — вĕсемпе ачасемсĕр пуçне вĕренÿ организацийĕн ĕçченĕсем кăна мар, ялта пурăнакансенчен кашниех усă курма пултарать. Çавăнпа социаллă ыйтусене тивĕçтерекен центра та, культура вучахне те çаврăнать шкул.

Шел, асăннă учреждение финанспа тивĕçтересси вара — унăн чăн пурнăçри функцийĕсене кура мар. Демографи хăйнеевĕр условийĕсенче ĕçленĕ вăхăтра шкулсен пĕлтерĕшĕ пушшех нумай енлĕ пулса кайнăран съездра Раççей вĕренÿ министрĕ уçăмлăн палăртрĕ — çитес вăхăтра кунашкал учрежденисене укçапа тивĕçтерессине тĕрлĕ ведомствăсен хутшăнса никĕслемелле.

Демографи тенĕрен, паян Раççейре сахал комплектлă 12 пин шкул шутланнине асăнчĕ çĕнĕ министр. Танлаштарма тепĕр факта илсе кăтартар: çĕршывăмăрти пысăк хуласен хăшпĕр шкулĕсенче пĕрремĕшсем кăна — 14, 25 е тата 43 /!/ класс таран. Икĕ сменăпа кăна мар, виççĕпе ĕçлекен шкулсем те пур! Кунашкал условисенче ача тимлĕ вĕренеесси, хушма занятисене кашни çÿреесси пирки кирек камăн пуçĕнче те иккĕленÿ çуралать.

Лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе пуçарнă хăшпĕр утăм пур. Чи курăмли — ытлашши тулса кайнă шкулсене «пушатас» тĕлĕшпе. Съездра кун çинчен Раççей Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕ Вячеслав Никонов тĕплĕ каларĕ. Федераци программипе килĕшÿллĕн 2025 çулччен 500 шкул çĕнĕрен тума е реконструкцилеме палăртнă. Сăмах май, кăçал Пĕлÿ кунĕнче Раççейри вĕренекенсем пурĕ 92 çĕнĕ шкул алăкне уçса кĕнĕ. Вячеслав Алексеевич асăннă пĕлÿ çурчĕсенче кашни вак-тĕвек хальхи вăхăт ыйтнине тивĕçтернине, Анăçри çĕршывсенче те унашкал шкулсем сайра пулнине палăртрĕ.

Пуçламăшĕсен пуçламăшĕ

Çапах та пĕчĕк йышлă шкулсем патнех таврăнар-ха. Пытарма кирлĕ мар: Раççейри тĕрлĕ регионри пекех пирĕн республикăра та юлашки çулсенче кун пеккисем чылай хупăнчĕç. «Шкул автобусĕ» программа хута кайнине кура пуçланнă реформа ку. Пĕр енчен, тĕрĕс те пек: сахал ача çÿрекен шкула тытса тăни — тăкаклă кăна. Ачасене урăх ялти шкула автобуспа çÿретме пулать тĕк — мĕншĕн пăшăрханас? Анчах... патак та икĕ вĕçлĕ: шкул хупăнни педагогсем — ĕçсĕр, ял социаллă объектсенчен чи пĕлтерĕшлисĕр юласси патне çитерет. Çамрăксем пурăнма юлас тесе çунманран ахаль те хавшакланакан ял çапла — тата та вăйсăрланать.

Тĕрлĕ района ĕçлĕ çулçÿреве тухсан çивĕч çак ыйтăва сирме вырăнти çынсем пулăшу ыйтни пайтах пулнă. Шел, массăллă информаци хатĕрĕсен витĕмĕпе ку е вăл шкула сыхласа хăварнă тĕслĕхе вара — аса илейместĕп. Малашне кунашкал ыйту пулас тăк — калем ăстисен таянмалли аргументсем пур. Съездра сахал йышлă шкулсене пуçламăш шкул статусĕнче те пулин хăвармаллах тесе çирĕппĕн каларĕç. Вĕренÿ министрĕ Ольга Васильева сăмахĕ пуринчен те вирлĕ янăрарĕ: «Пуçламăш шкул — тĕп никĕс. Йăлтах — пĕлÿ те, воспитани те — шкул тапхăрĕн чи кĕçĕн ÿсĕмĕнче туптанма тытăнать. Çав никĕсе ачан урăх ниçта та мар — хăй çуралнă хутлăхра ăша хывмалла».

Сахал йышлă шкулсем хушшинче те çĕршыв политикишĕн тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ миссие пурнăçлаканнисем пуррине съездăн анлă ларăвĕнче Брянск облаçĕнчен килнĕ Валентина Климова каласа кăтартнă тĕслĕхпе çирĕплетес килет. Сенное ятлă пысăк мар поселокри шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен педагогăн доклачĕ илемлĕ фильма аса илтерчĕ пулин те чăн пурнăçа сăнларĕ. Колхозсем аркансан ĕçсĕр юлнă чылай çын ялтан тухса кайнă. Юлнă çемьесенче те арçынсем пысăк хуласене çÿреме тытăннă. 2007 çулта поселокри шкула 16 ача кăна вĕренме килсен вĕрентекенсем шухăша путнă: яла пĕтесрен епле çăлмалла? Педагогсем ача çурчĕсенче пурăнакан, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасене хăйсен çуначĕ айне илме шут тытнă. Валентина Ивановна каланă тăрăх, шкулта çапла 23 ача хушăннă. Вĕсем пурте шкулти ĕçченсен çемйисенче пурăннă. Паллах, çитĕннисене те, ачасене хăйсене те çăмăл пулман — йывăрлăхсене чăтса ирттернĕ. Никам та пĕр пепкене те каялла интерната тавăрман. Ют çемьере çутă кун курнăскерсене çĕнĕ вырăнта килйыш ăшшине туйма вĕрентнипе пĕрлех обществăшăн ырă ĕçсем тума та хăнăхтарнă — вĕренекенсен «Поиск» шырав отрядне йĕркеленĕ. Халĕ акă çав ачасенчен хăшĕ-пĕри çемье çавăрма, ача ашшĕ е амăшĕ пулма та ĕлкĕрнĕ иккен.

Шкулпа çемьен уйрăлми çыхăнăвне кăтартакан, сарлака çĕршывăн çĕрĕ çинче пысăк йышлă шкулсемпе танах «ăс-тăнпа йĕркеленнисем» те вырăн тупма тивĕçлине çирĕплетекен çак историе итлесе пĕтерсен съезда хутшăннисем ура çине тăрса алă çупрĕç. Чылайăшĕ куççульпе тулнă куçне шăлчĕ.

Асăннă тĕслĕх вĕрентекен чăннипех тĕлĕнмелле професси пулнине, унпа чунсăр çынсем ĕçлеме тивĕçлĕ маррине яр уççăн кăтартать. Ольга Юрьевна съездра калаçнă чухне питĕ тĕрĕс палăртрĕ: «Пирĕн обществăра ыттисенчен уйрăмрах тăракан виçĕ професси пур: пачăшкă, тухтăр, педагог. Вĕсем халăхшăн пурăнаççĕ». Министр вĕренÿ тытăмĕнче кăмăл-сипет кодексĕ яланах тĕпре пулмаллине аса илтерни юлашки вăхăтра ачасене пĕлÿ паракан хутлăхра та самай сарăлнă коррупципе ытти тасамарлăх çывăх малашлăхра сирĕлме пуçласса шанăç кÿрет.

Ирина ПУШКИНА    

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.