Комментари хушас

21 Утă, 2016

Капмаррăн курăнать пĕлÿ «карапĕ»

Çак куна Комсомольски районĕнчи Элпуç таврашĕнчи ял ачисем кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те чăтăмсăррăн кĕтет.

Кунта çĕнĕ шкул вĕренекенсене йышăнмалла. 165 ача партăсем хушшине ларĕ, унсăр пуçне шкул çулне çитмен 40 пепке ача садне çÿреме тытăнĕ. Район ертÿçисем строительство ĕçĕсемпе тăтăшах интересленеççĕ. Халь шкул урайĕсене плитасем сараççĕ, маччасене, стенасене илем кÿреççĕ.

Шкул территорине тирпей-илем кÿрес тĕлĕшпе те тăрăшсах ĕçлеççĕ. Спортăн тĕрлĕ енĕпе занятисем ирттерме хăтлă лапам, хоккейла вылямалли лаптăк тунă та ĕнтĕ.

Вĕренÿре çитĕнÿсем тума çеç ÿркенмелле мар. Мĕнпур услови пулмалла шкулта. Пĕр харăсах çитмĕл ача апатланмалли столовăй, спорт тата акт залĕсем, вылямалли пÿлĕмсем, вĕренÿ кабинечĕсемпе лабораторисем, мастерскойсем тата ытти кирлĕ пÿлĕмсем çителĕклех.

Строительство ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ. Вĕренÿ çулне ачасем кунта хаваспах пуçăнасса аслисем шанса тăрăшаççĕ.

Владимир ФЕДОРОВ.

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: çĕнĕ шкул ачасене кĕçех йышăнĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.