Комментари хушас

18 Çурла, 2016

Çĕнĕлĕхпе, хавхаланупа — черетлĕ вĕренÿ çулне!

Шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр-и? Пурте хатĕр теме çук-ха, анчах чылайăшĕ юсав ĕçĕсене вĕçленĕ.

Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕ те авăн уйăхĕн пĕрремĕшне чăтăмсăррăн кĕтет. Ачасене савăнтармалли тĕп хыпар — шкул çуртĕнче çĕнĕ туалетсем туни, унччен вĕсем шкул картишĕнче кăна пулнă.

— Чăн та ку ĕç вĕçленмен-ха, анчах ачасене шкула йышăниччен пĕтĕмпех хатĕр пулĕ, — ăнлантарчĕ шкул директорĕ Альберт Соломонович Борисов.

Шкулта сенсор класĕ те пур. Ачасене япăх кăмăл-туйăмран хăтăлма, кăштах канса илме май парать вăл. Пысăк пÿлĕмре вырнаçнăскере районĕпе чи лайăххи тесен те йăнăш мар пуль.

Тепĕр çĕнĕлĕх! Ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тесе кăçал шкулта 12 видеокамера вырнаçтарнă, пурте юсавлă. Çывăх вăхăтрах вĕренÿ пÿлĕмĕсенче те камерăсем пулĕç.

Шкул картине чечексемпе илемлетнĕ, пахчинче вара темĕн тĕрлĕ пахчаçимĕç те ÿсет. Вĕсене ачасем çăвĕпех пăхса тăраççĕ, кашни кунах палăртнă вăхăтра пĕр ушкăн килет те йăрансене çум курăкĕнчен тасатать, çемçетсе шăварать.

— Пирĕн шкулта спорт туризмĕ лайăх аталаннă, — каласа парать шкул директорĕн заместителĕ Валентина Анатольевна Филиппова. — Республика ăмăртăвĕсене хутшăнакансем тăтăшах çĕнтерÿпе таврăнаççĕ.

Кунта лайăх ÿкерекен ача та нумай. Çакăншăн ÿкерÿ предмечĕн вĕрентекенне Ирина Ивановна Борисовăна ырламалла ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен чылай чухне ача хăйĕн талант пурри çинчен пĕлмесĕрех пурăнать, кун пек чухне шăпах вĕрентекен ăна пултарулăх енне уçма, аталантарма пулăшать. Ахальтен мар шкул ачисем республикăри «Туслăх хĕлхемĕ» конкурсра çулсеренех мала тухаççĕ. Шкултан вĕренсе тухакансем хушшинче хăйсен малашлăхне çак енпе çыхăнтарас текенсем пурри те савăнтарать. Оля Макарова, сăмахран, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне архитектура тата дизайн енĕпе вĕренме кĕнĕ.

Вĕренекенсене, чăнах та, тăрăшулăхĕшĕн мухтамалла. Кăçал вун икĕ ачаран тăваттăшĕ медальпе вĕренсе тухнă. Çакă савăнăç мар-и? Вĕрентекенсен ĕçĕ сая кайманнине кăтартса парать ку.

Валентина Анатольевна чăваш чĕлхи учителĕ пулнă май пур ачана та мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене юратма, хаклама вĕрентесшĕн. Çак тĕллевпе вăл шкулти пур мероприятие те чăвашла ирттерме тăрăшать. Халĕ акă çулсеренех Чăваш чĕлхи кунĕнче чăн-чăн уяв ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Мĕнле-ха вăл? Çав кун шкула пурте чăвашла тумланса килеççĕ, кашни урок чăвашлăхпа çыхăннă. Уроксем хыççăн вара — флешмоб, чăваш ташши. Пĕчĕккинчен пуçласа пысăкки таранах çак уява хас-тар хутшăнни савăнтарать. Ашшĕ-амăшĕ те ку пуçарăва ырласа йышăннă.

Кăçал вара çуллахи кану лагерьне те чăвашла йĕркеленĕ. Пысăккисен «Хавал», пĕчĕккисен «Шевле» ушкăнсем ĕçленĕ унта.

Çавнашкал интереслĕ мероприяти нумай ирттереççĕ Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче. Паллах, кун пек чухне ачасен пурнăçĕ те тунсăхлă мар. Вĕренÿсĕр пуçне пултарулăх кăсăкланăвĕсем те вăй илсе пыраççĕ вĕсен.

Халĕ вара Валентина Анатольевна Пĕлÿ кунне мĕнле ирттересси пирки шухăшлать-ха. Иккĕленместпĕр, ачасене каллех чăн чăвашла, асра юлмалла илемлĕ уяв кĕтет. Вĕренекенсем пире кун пирки кайран çырса пĕлтерессе те шансах тăратпăр.

Лариса ПЕТРОВА.

Комсомольски районĕ,

Çĕнĕ Мăрат шкулĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.