Сĕнÿ

15 Кăрлач, 2015

Банан хуппи усăллă

Банана тасатса хуппине çÿпĕ витрине вăркăнтарнă чухне хамăр йăнăшнине чухламастпăр та. Банан хуппи те сахал мар усă кÿме пултарать иккен.

Банан хуппи тĕксĕмленнĕ кĕмĕл савăт-сапана тасатма лайăх. Ăна блендерпа вĕтетмелле, шăл пасти пек пуличчен шыв хушмалла. Çак хутăша çемçе пусмапа илмелле те кĕмĕл япаласене сăтăрмалла. Тĕксĕм тĕс тасалсан банан юлашкине çуса ярăр та çемçе татăкпа шăлса типĕтĕр.

Çутçанталăк кÿнĕ çусен пахалăхне кура банан хуппи тир-сăран атă-пушмака тасатма юрăхлă. Банан хуппин шал енĕпе пушмака сăтăрăр, унтан типĕ пусма таткипе якатăр.

28 Чÿк, 2014

Миксер тата блендер

Çăмарта шуррине кăпăшлантармалла, икерчĕ валли чуста çăрма, коктейль хатĕрлеме алă айĕнче миксер пулни аван.

Миксер алăра тытса ĕçлемелли тата хăйĕн чашăкĕ çине лартса ĕçлекенни пулать.

Миксер моторĕн хăвачĕ 0,5-1 кВт пулсан çителĕклĕ. Хăватлăрах тăк мотор хĕрсе кайсан хăех сÿнекен функци пулмалла.

Миксерăн темиçе тĕслĕ ĕç хăвăртлăхĕ пулмалла. Хăвăртлăха йĕркелемелли кнопка çăмăллăн ĕçлетĕр.

21 Чÿк, 2014

Мĕн саратăн - çапла çывăратăн

Вырăн çитти е простынь таврашĕ суйланă чухне эпир час-часах унăн хакне е илемлĕ ÿкерчĕкне çеç пăхатпăр. Мĕнлерех материалтан çĕлени пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Çитсă

Çитсăран çĕленĕ вырăн çитти сывлăш лайăх ярать, «çатăртатмасть», çусан хăвăрт типет, ÿте кĕçĕттермест, аллерги пуласран хăрамалли çук. Хакĕ те «çырмасть», якатма çăмăл. Анчах та çакнашкал простынь таврашĕн ĕмĕрĕ кĕске, хăвăртах хăйĕн тĕсне çухатать.

Пÿс

7 Юпа, 2014

Çырмана тара е харпăрлăха парăр

Унпа та усă курма вĕренмелле

Энĕш çыранне /Сĕнтĕрвăрри районĕ, Хуракасси ял тăрăхĕ/ вун-вун çул çурлă-кĕрлĕ шыв ишет, тăпра Атăла юхать, çуллен çырма сарăлать.

6 Пуш, 2014

Çĕр улми тăшманĕ пусахлать

«Кăçал çĕр улми туянма тивет, - пăшăрханăвне пытармарĕ пĕлĕшĕм. – Тăвансен вăл ăнса пулчĕ, пире темиçе михĕ килсе пачĕç. Йĕркеллĕ çисе те кураймарăмăр. Шалтан çĕрсе пĕтрĕç, вĕтĕ хурт тапăннă пек те туйăнчĕ». Сывлăха сиен кÿме ĕлкĕриччен ыттине те тухса пăрахнă вăл. Темиçе улмине тĕрĕслеве памалла пулнă-ха ĕнтĕ: паразит-и вăл е чир?

Pages