Комментари хушас

28 Чÿк, 2014

Миксер тата блендер

Çăмарта шуррине кăпăшлантармалла, икерчĕ валли чуста çăрма, коктейль хатĕрлеме алă айĕнче миксер пулни аван.

Миксер алăра тытса ĕçлемелли тата хăйĕн чашăкĕ çине лартса ĕçлекенни пулать.

Миксер моторĕн хăвачĕ 0,5-1 кВт пулсан çителĕклĕ. Хăватлăрах тăк мотор хĕрсе кайсан хăех сÿнекен функци пулмалла.

Миксерăн темиçе тĕслĕ ĕç хăвăртлăхĕ пулмалла. Хăвăртлăха йĕркелемелли кнопка çăмăллăн ĕçлетĕр.

Тĕрлĕ ĕç валли тĕрлĕ насадкăсем пулччăр. Çаврăнчăксем нумайрах пулсан, паллах, миксер та хаклăрах. Миксерăн ятарлă тасатмалли хатĕрĕ, виçе стаканĕ, калакĕ, ытти кирлĕ япаласем пулма пултараççĕ.

Миксер ансат формăллă тăк тасатма çăмăлрах. Миксер çийĕ çирĕп пластикран, çаврăнчăкĕсем паха /тутăхман/ металран пулччăр.

Шнура чиксе хумалли пайĕ пур-и.

Паллă фирмăсен приборне туянăр. Суя йÿнĕ техника часах юрăхсăра тухать.

Уйрăмлăх пур

Нумайăшĕ миксерпа блендера пĕр япалах тесе хаклать. Паллах çак приборсем пĕрешкел ĕçсенех тăваççĕ пек. Анчах ку тĕрĕсех мар.

Миксер - алăра тытса ĕç­лемелли, темиçе насадкăллă прибор. Çаврăнчăксем сехете май çаврăнаççĕ. Вăл крем кăпăшлантарма, коктейль, тĕрлĕ ĕçмене хăпартма кирлĕ прибор.

Блендер - хăйĕн савăчĕ çинче çирĕплетнĕ, çаврăнакан хатĕрĕсем çивĕч çĕçĕллĕ, темиçе насадкăллă прибор. Блендер тĕрлĕ ĕç пурнăçлать. Салат валли пахча çимĕç турама, мăйăр вĕтетме, пиçнĕ апата нимĕрлеме пулать унпа. Анчах çăмарта шуррине блендерпа кăпăшлатма май килмĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.