Мĕн саратăн - çапла çывăратăн

21 Чÿк, 2014

Вырăн çитти е простынь таврашĕ суйланă чухне эпир час-часах унăн хакне е илемлĕ ÿкерчĕкне çеç пăхатпăр. Мĕнлерех материалтан çĕлени пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Çитсă

Çитсăран çĕленĕ вырăн çитти сывлăш лайăх ярать, «çатăртатмасть», çусан хăвăрт типет, ÿте кĕçĕттермест, аллерги пуласран хăрамалли çук. Хакĕ те «çырмасть», якатма çăмăл. Анчах та çакнашкал простынь таврашĕн ĕмĕрĕ кĕске, хăвăртах хăйĕн тĕсне çухатать.

Пÿс

100 проценчĕпе пир-авăр /миткаль/ пусма, çирĕплĕхĕпе палăрса тăрать. Тĕсне çухатмасть, машинăпа çуни те пахалăхне чакармасть.

Батист

Паха йышши çÿхе, хаклă материал. #тшĕн лайăх, аллерги пуласран хăрамалли çук.

Сатин

Сатинăн тепĕр ячĕ - «Египет пир-авăрĕ». Çитсăпа е пÿспе танлаштарсан ку материал хаклăрах, çапах та питĕ çирĕп, чăтăмлă. Вăхăт иртнĕçемĕн пусма йăлтăртатма пăрахать.

Поплин

Ку пир-авăр, пурçăн е çурма пурçăн пусма. Унран çĕленĕ çитти питĕ çÿхе те çăмăл. 30 градус пысăкрах температурăра çумасан ĕмĕрĕ вăрăма тăсăлать. Вĕри шыва пула пусма кĕрсе ларма пултарать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.