Çырмана тара е харпăрлăха парăр

7 Юпа, 2014

Унпа та усă курма вĕренмелле

Энĕш çыранне /Сĕнтĕрвăрри районĕ, Хуракасси ял тăрăхĕ/ вун-вун çул çурлă-кĕрлĕ шыв ишет, тăпра Атăла юхать, çуллен çырма сарăлать.

Энĕш тăршшĕпех - ишĕлчĕк. "Влаç совет саманинче те, çĕнĕ Раççей тапхăрĕнче те çыран хĕррине йывăç-тĕм ларттарман, ялсенче техникăпа пайтах усă курнă пулин те çырма пуçне тимĕр-бетонпа çирĕплетмен", - теççĕ ветерансем. XIX ĕмĕрте бульдозер та, экскаватор та пулман. Çапах кашни ял тĕлĕнче темиçе арман пĕви тунă. Хуçисем çырана хăва, ытти йывăç тымарĕпе çирĕплетнĕ. Иртнĕ ĕмĕрте шкул ачисемпе ашшĕ-амăшĕ çырмана хунав чылай лартнă. Çĕнĕ саманари 20 çулта, ытларах ял-йышшăн мар, харпăр хăйĕншĕн тăрăшма пуçласан, ăна йывăç-тĕмпе тĕреклетме мантăмăр. Çыран ишĕлсе пахча юписем патне çывхарсан çеç хунав лартма тухатпăр.

ЦИТАТА

Экологин лайăх лару-тăрăвĕ, влаç органĕсен уççăн пурнăçлакан ĕçĕ, тухăçлă экономика, пахалăхлă медицина, хальхи вăхăтри вĕренÿ, çирĕп сывлăхлă халăх - çак тĕп пайсем Чăваш Ен сăнарне, унăн инвестици илĕртÿлĕхне йĕркелеççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран.

Уйрăм çын пурлăхĕ тĕп вырăн йышăнакан çĕр-шывра хула çеç мар, ял та нумай улшăнчĕ. Халăх ĕçне - ял таврашĕнчи çăл куçсене тасатма, хăтлăлатма, çĕр айĕнчен шыв уçлакан башня насусне юсама, çулсен хĕррине, культура çурчĕсен таврашне тирпейлеме е çырма-çатрана ешĕллентерме - пурнăçлама тÿлевсĕр хутшăнакан питĕ сахал. Ял тăрăхĕн администрацине ку ыйтусене татса пама йывăр. XX ĕмĕрте халăх ĕçне нумайăшне явăçтарнă. Сăмахран, ял çыннисем Октябрьски-Шупашкар автоçула юсанă. Ĕçе кашни колхоз-совхоз хутшăннă.

Ку чухне ĕç укçи тÿлемесен çул юсаттараймăн, çырмана йывăç ларттараймăн. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен шыв-шура сиен кÿме чарас тĕллевпе çĕнĕ майсемпе усă курмалла. Тĕслĕхрен, хунав лартнăшăн, ăна шăварнăшăн, выльăх хуçасран пăхнăшăн ĕçлекенсене республикăри организацисенче вăй хуракансен вăтам шалăвĕпе тан тÿлеме, хунав туянма, ăна яла кÿрсе килме вырăнти хыснара укçа пăхса хăвармалла. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре çеç мар, çырма-çатрана та 50 çула тара е яланлăхах харпăрлăха памалла. Тен, хăшĕ-пĕри манран: "Юлашки çулсенче республикăри пин-пин çынна пай çĕрĕ те кирлĕ пулмарĕ. Эсĕ çырмасене тара е харпăрлăха пама сĕнетĕн. Кама кирлĕ вĕсем?" - тесе ыйтĕ.

Пулă, паха тирлĕ чĕр чун /хăнтăр, ондатра, ăтăр/ ĕрчетсе, стройматериал тума кирлĕ йывăç çитĕнтерсе сутма е вутлăх йывăç ÿстерме, хăйсен пахчине шыв çĕмĕресрен хÿтĕлеме, тăван тавралăха илем кÿме, кайăк-кĕшĕкпе е шыв чĕрлĕхĕпе пуянлатма, агротуризма аталантарма тĕллев тытнисем илĕç. Ял пĕвине нумай çула тара панă тĕслĕх чылай. Çакăн усси - куç умĕнче: хуçисем пулă ĕрчетсе сутаççĕ, унпа ял-йыш та усă курать. Харпăрлăха е тара парсан Энĕш пек юхан шывсем çинче те ырă улшăну пуласса шанатăп.

 

Анатолий МАКСИМОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.