Комментари хушас

6 Пуш, 2014

Çĕр улми тăшманĕ пусахлать

«Кăçал çĕр улми туянма тивет, - пăшăрханăвне пытармарĕ пĕлĕшĕм. – Тăвансен вăл ăнса пулчĕ, пире темиçе михĕ килсе пачĕç. Йĕркеллĕ çисе те кураймарăмăр. Шалтан çĕрсе пĕтрĕç, вĕтĕ хурт тапăннă пек те туйăнчĕ». Сывлăха сиен кÿме ĕлкĕриччен ыттине те тухса пăрахнă вăл. Темиçе улмине тĕрĕслеве памалла пулнă-ха ĕнтĕ: паразит-и вăл е чир?

Сисчĕвленме сăлтав çук мар. Чăваш Енре юлашки вăхăтра çĕр улмин «ылтăн нематоди» текен мур вăй илсе пынине илтнех пулĕ. Каплах пулсан пурăна киле паранкăна таçтан кÿрсе килме тивмĕ-и? Нематода тухăçа 90 процент таранах чакарма пултарать-çке. Çитменнине тăпрара нумайччен сыхланса юлать.

Çак паразита пуçласа Чăваш Енре 1980 çулта асăрханă. Паянхи кун тĕлне Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем вăл 18 районта сарăлнине тĕпчесе пĕлнĕ. Ку вара – 339 ял, 1355,52 гектар.

2004 çулта ăна 5 районта тупса палăртнă. 10 çул та иртмен, мур «çĕнсе пыракан» лаптăксен калăпăшĕ вара 54,7 процент ÿснĕ. 2013 çулта Патăрьел /114 лаптăк - 24,43 гектар/, Йĕпреç /10-1,06/, Канаш /8-2,8/, Шăмăршă /25-5,13/, Етĕрне /14-1,27/, Тăвай /177-37,26/ районĕсенче çĕнĕ вучахсене шута илнĕ. Республикипе пĕтĕмпе – çĕнĕ 117 лаптăк.

Комсомольски районĕнче ку паразит 1368 лаптăка парăнтарнă. Çĕмĕрле, Елчĕк, Вăрнар, Патăрьел, Муркаш районĕсенче анлă сарăлма ĕлкĕрнĕ. Элĕк, Канаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ районĕсенче те аванах аталаннă.

Пирĕн тăрăхра ÿсен-тăрана тата унăн продукцийĕн пахалăхне хÿтĕлессине тивĕçтерес тесе саккунпа килĕшÿллĕн 2007 çултах çĕр улми нематоди тĕлĕшпе карантин-фитосанитари зони туса хума, унăн режимне çирĕплетме тытăннă. Пĕтĕмпе Раççейри 55 субъект çак муртан шар курнă.

Вăл вăй илсен ăна пĕтерме чăнах та йывăр. Нематода ернин пĕрремĕш паллисем пулсанах унпа кĕрешме тытăнмалла. Пахчаçăна çак самантсем сисчĕвлентермелле: çĕр улми туни çинçе тата тĕмми пĕчĕк, çеçкисем те, чечекĕсем те - шутлă, паранкисем питĕ сахал.

Ăна пĕтермелли темиçе меслет пур. Хими мероприятийĕсем хакла лараççĕ. Тĕрĕссипе, нематодăна пĕтерекен препарат нумай мар. Анчах та питĕ хăватлă. Çавăнпа та пĕлсе усă курмалла. Ÿсен-тăрана хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен специалистпа канашламалла. Химикат сапнă лаптăксенче 3 çул пахча çимĕç культури лартма юрамасть. Çакă вара ял çыннишĕн меллĕ мар.

Агротехника меслечĕ лайăх витĕм кÿрет. Кунта чи малтанах чире чăтăмлă сортсене лартасси, пусă çаврăнăшĕпе пĕлсе усă курасси пирки сăмах пырать. Çĕр улмие унччен пăрçа йышши культурăсем, кукуруза ÿснĕ лаптăка лартма тăрăшмалла.

«Иккĕмĕш çăкăр» туса илнĕ вырăна вара люпин акса хăварсан аван. Нумай çул ÿсекен пучахлă ÿсен-тăранăн усси пурах.

Специалистсем вăрлăх валли чире чăтăмлă сортсене суйлама сĕнеççĕ: Атăл-Вятка регионĕнче - «Жуковский ранний», «Пригожий-2», «Алмаз», «Фреско», «Сантэ», «Никита», «Рождественский», «Пушкинец», «Шурминский», «Акцент», «Аспия», «Гранат», «Заворовский», «Миракел». 60-80 кунра çитĕнекенни пулсан тата лайăх. «Розара», «Розалинд», «Зекура», «Каратоп», «Карлена» сортсем мура парăнасшăн мар. Килĕшекен сорта вăрлăха чирленине тĕрĕслесе тăракан ятарлă предприятисенче туянмалла.

Специалистсем çакнашакал меслет те сĕнеççĕ. Пахчана 4 пая пайламалла. Пĕр пайĕ çĕр улми валли пултăр, иккĕмĕшĕ – купăста, хăяр, кабачок, патиссон, кавăн валли* виççĕмĕшĕ – томат, сухан, ыхра, пăрçа, пăрçа йышши культура валли* тăваттăмĕшĕ – кишĕр, хĕрлĕ кăшман, çарăк валли. Тепĕр çул пĕрремĕш лаптăкра ÿстернĕ çимĕçсене иккĕмĕшĕ çине куçармалла, иккĕмĕшĕнчен – виççĕмĕшне тата ытти те.

Çĕр улми лаптăкĕ хăй 3 пайран тăрсан аван. Пĕрремĕшĕнче - нематодăна чăтăмлă сорт, иккĕмĕшĕнче – ир пулакан сорт, малтан çутă çинче шăтиччен тытнăскере, виççĕмĕшĕнче киввине лартмалла, нематодăна чăтăмлă сорт çителĕклĕ пуличчен. Органика тата минерал им-çамĕ сапмалла, вĕсенче азот виçи пысăк пултăр. Тислĕк хывни те аван. Витĕмлĕ минерал им-çамĕ шутне йывăç е улăм кĕлне кĕртмелле. Вăл тăпра йÿçеклĕхне чакарать тата çĕр улмин тутă пахалăхне лайăхлатать.

Чир ертесрен çĕр улмине лартма тĕплĕн хатĕрленни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Упраннă чухне япăхраххисенчен, çĕрме тытăннисенчен хăтăлмалла. Вăрлăха хÿтĕлемелли ятарлă хатĕрсемпе усă курни те пăсмĕ. Нематодăллă лаптăкран пухса кĕртнĕ çĕр улмие уйрăм упрамалла. Управсене ятарласа сиенсĕрлетмелле.

Тĕлĕнмелле: цистăсенчи хурчĕсем тата çăмартисем çĕр улмисĕрех 10 çул таранах пурăнма пултараççĕ. Çакă паразита пĕтерессине кăткăслатать тата йывăрлатать. Çавăнпа та ку мура пахчана кĕртессинчен сыхланмалла. Палламан çынсенчен туянса юлнă тĕрĕслеттермен вăрлăх лартмалла мар. Урăх регионтан кÿрсе килекен çĕр улми тĕлĕшпе ятарлă документ пулмалла. Тăкак тÿсес мар тесен вĕсене ыйтма ан именĕр.


Надежда Васильева,

управлени ĕçченĕ

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.