Хула çыннишĕн çул тени хваттертен, подъездран тухса асфальт сарнă картишнелле утăм ярса пуснинчен пуçланать. Асфальчĕ вара тĕрлĕрен: çатма пек яп-яка та, шăтăк-путăклă та.
“Ку хваттерте сирĕн валли кăсăклă материал тупăнатех”, — шантарчĕç Суд приставĕсен федераци службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем рейда тухсан. Артем Куманейкин суд приставĕпе, управленин пуçлăхĕн пулăшуçипе Антон Антоновпа пĕрле Шупашкарти Мускав районĕнче пурăнакан парăмçăсем — алимент тÿлеменнисем — патне çитрĕм. Суд приставĕсем кашни юнкун парăмçăсем патне хваттере çÿреççĕ.
Çĕнĕ çул çывхарать. Ăна пурте хитре те асра юлмалла ирттересшĕн, тĕллевне пурнăçлас тесе нумайăшĕ фейерверк-салют таврашĕпе усă курать. «Пиротехникăна пасарта е урамра мар, ятарлă лавккасенче çеç туянмалла», — асăрхаттараççĕ çăлавçăсем.
Çулла. Хĕвел пĕçертет, чăтма çук шăрăх. Сывлăш температури темиçе кун ĕнтĕ вăтăр градус ытла вĕри тăрать. Кун пек çанталăкра çынсенчен нумайăшĕ шыв хĕррине васкать, унта ишсе-чăмпăлтатса кĕлеткине уçăлтарма тата канма тăрăшать.