Рейд

20 Утă, 2016

Вăйăран вăкăр ан тухтăр

Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсем ачасен вăйă тата спорт площадкисене тĕрĕсленĕ. Çĕрпÿре, Кÿкеçре, Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта хăрушлăх кÿрекен ача-пăча комплексĕсем пуррине палăртнă.

13 Утă, 2016

Турист çулĕ ан мăклантăр

Тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче этнокомплекс тăвасси пирки çирĕм çул каяллах калаçнă. Пĕр вăхăтра унăн строительствине пуçăнма республика бюджетĕнчен 500 пин тенкĕ уйăрнăччĕ те — этнокомплексăн макетне Чăваш наци конгресĕнче, проект институтĕнче сӳтсе явнăччĕ.

4 Нарăс, 2016

Инкек çири кĕперен те çывăхрах

Кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче çĕрле Тутарстанра пушарнăйсен пульчĕ çине хăрушă хыпар килнĕ: Лениногорск районĕнчи Кивĕ Кувак салинче пÿрт çунать. Пушарнăйсене кÿршисем чĕннĕ. Çулăмпа ултă сехет кĕрешнĕ. Кăмрăк айĕнче амăшĕн тата пилĕк ачин виллине тупнă. Çемье пуçĕ Сергей, ÿсĕрскер, çăфлăнса юлнă.

27 Çурла, 2015

Çенĕкрен пуçласа турăш кĕтесĕ таран - тирпейсĕр

Кашнин хăйĕн пурнăçĕ, унпа хăй хуçа. Тепĕр çыннăн кун-çулне кĕмесĕр, чăрмантармасăр «Пурăнтăр-иç хăй пĕлнĕ пек...» теме те пулать-ха. Анчах ĕç-пуç ачасене пырса тивнĕ чухне алă сулса ирттерсе ямалла марах. Кашни ял-хула тăрăхĕнчех ăнăçсăр çемьесем пур. Администраци профилактика шутне илнĕскерсене тĕрĕслесех тăрать, мĕншĕн тесен йывăр лару-тăрура пурăнакан кил-çуртра кирек хăш самантра та инкек тухма пултарать. Пуринчен ытларах ачасем шар курасси сисчĕвлентерет.

Pages