Рейд

17 Ака, 2015

Иккĕлентерекен суту-илÿ...

Çăвĕпе тар юхтарса пухса илнĕ пахчаçимĕçе /маринадласа-и е типĕтсе-и/ тата улма-çырла сутса хресченĕн тупăш илес килет, паллах. Хула çынни вара - экологи тĕлĕшĕнчен паха çимĕçпе сăйланас кăмăллă. Суту-илÿ валли майсем те пур - Шупашкарта, сăмахран, хула администрацийĕ ятарласа вырăнсем уйăрнă. Меллĕ, çула майăн йăпăрт кĕрсе тух. Анчах та вĕсенче пахчаçимĕç е улма-çырла кăна сутма юранине нумайăшĕ пĕлмест те пулĕ.

Лаборатори çук - эппин, сутма юрамасть

31 Пуш, 2015

Çĕнĕ куна пуçлама хаçат кирлех

Мĕнле иртнĕ ĕнерхи кун, çĕнни мĕн пур, паян мĕн кĕтмелле - çак шухăшпа эсĕ, вулаканăм, ирпе ирех радио яратăн, хаçатсен тишкерĕвне итлетĕн. Хулара пурăнатăн-тăк - часрах киоска васкатăн. Ялта пулсан почтальон килессе кĕтетĕн. Шупашкарти «Чăваш пичечĕн» киоскĕсене халăх чылай çÿрет-и?

28 Пуш, 2015

Çамрăксем хаçат киоскĕн тĕлне пĕлмеççĕ

Чăвашла тухса тăракан хаçат-журнала, паллах, ытларах ял çынни вулать. Çамрăксем кăларăмсене электрон майпа тишкерме кăмăллаççĕ.

Юратнă кăларăма киосксенче çырăнакан-туянакан та пур. Шăпах вĕсемпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе «Чăваш пичечĕн» киоскĕсене çитсе килтĕмĕр.

26 Пуш, 2015

“Çамрăксен хаçатне” юратса вулаççĕ

Хаçат вулакана хăйĕн пуянлăхĕпе арча евĕрех илĕртет. Хальхи вăхăтра ăна çырăнса почта ешчĕкĕнчен илме те, киоска кайса туянма та пулать. Хăшĕ-пĕрне хаçатăн электрон версийĕ илĕртет. Хăшĕ килĕшет - çавна суйла. «Хаçатăн малашлăхĕ çук», - текенсем те тупăнаççĕ.

11 Чÿк, 2014

Хăратма мар, пире пулăшма килнĕ

Мускавсем Чăваш Енри çулсем çинчи йĕркелĕхе тĕрĕслерĕç.   «Республикăна 15 БМВ автомобильпе Мускавран ПАИ сотрудникĕсем килнĕ, çулсем çинче водительсене тустараççĕ кăна!» Интернет саманинче çак хыпар Чăваш Енре çиçĕмлĕ хăвăртлăхпа сарăлчĕ.

Pages