Комментари хушас

26 Пуш, 2015

“Çамрăксен хаçатне” юратса вулаççĕ

Хаçат вулакана хăйĕн пуянлăхĕпе арча евĕрех илĕртет. Хальхи вăхăтра ăна çырăнса почта ешчĕкĕнчен илме те, киоска кайса туянма та пулать. Хăшĕ-пĕрне хаçатăн электрон версийĕ илĕртет. Хăшĕ килĕшет - çавна суйла. «Хаçатăн малашлăхĕ çук», - текенсем те тупăнаççĕ. Апла пулин те ытларахăшĕ унăн страницисене уçса чăштăртатакан сасса илтесшĕн.

Журналистсем хаçата кăсăклă, ăмăр çанталăкра та çуртра хĕвел пăхтарма пултаракан материалсемпе пуянлатассишĕн тар тăкса ĕçлеççĕ. Республикăн тĕрлĕ кĕтесне çитнĕрен журналистсен ĕçне пысăк хак панине час-часах илтетпĕр. «Çамрăксен хаçачĕ» пурнăçпа тан утма пулăшать», - чунран тухнă сăмахсем пире, редакци ĕçченĕсене, калама çук савăнтараççĕ. Чăвашла тухса тăракан хаçатсене ял-салара ытларах çырăнаççĕ. Çапах тĕп хулара та чăваш йышлă. Нумаях пулмасть Шупашкарта пурăнакан Иван Краснов пенсионер редакцие килсе «Çамрăксен хаçатне» кăмăлласа вуланине пĕлтернĕччĕ. Пытарма кирлĕ мар: хуларисем чăваш хаçачĕсене ытлашшиех вуламаççĕ. Сăлтавĕ мĕнре? Калама хĕн. «Çамрăксен хаçачĕн» тусĕсем тĕп хулара нумай-и? Ăна чăтăмсăррăн кĕтекенсем пур-и? Çав тĕллевпех Шупашкарти «Чăваш пичечĕ» киоскĕсене çул тытрăмăр.

Çулçÿреве Николаев космонавт урамĕнчен пуçларăмăр. Сутуçă пирĕн хаçат çинчен сăмах пуçарсанах питĕнче йăл кулă палăрчĕ. Кунта кĕçнерникунсерен тухакан «Çамрăксен хаçачĕн» 12 экземплярĕ килет.

- Халĕ çынсем хаçат сахал вулаççĕ, çапах «Çамрăксен хаçачĕ» çавăн чухлĕ сутăнни лайăх. Иртен-çÿрен кĕрсе вăл пурри-çуккипе час-часах интересленет. Хаçат хăвăрт сутăнать, пĕр экземпляр та юлмасть, - терĕ киоск ĕçченĕ.

«Чăваш пичечĕ» киоскĕсем кашни утăмрах. Маршрута малалла тăсса «Суту-илÿ çурчĕ» умĕнчи киоск патне çитрĕмĕр. Ирина Кубарева сутуçă каланă тăрăх, чăвашла тухса тăракан хаçатсене туянассипе «Çамрăксен хаçачĕ» - лидерсен шутĕнче. Кунта пурĕ те 5 экземпляр çеç килет. Сутăнса пĕтсен те ăна ыйтаççĕ иккен.

- Хаçата туянма ир-ирех килеççĕ. «Çамрăксен хаçачĕпе» ытларах 30-40 çулсенчисем туслă, - палăртрĕ Ирина Гавриловна. Шел, студентсем алла хаçат тытманни пăшăрхантарчĕ. Чăвашла тухса тăракан кăларăмсене ыйтакан çамрăк çукпа пĕрех иккен.

Афанасьев урамĕнчи киоскра вара «Çамрăксен хаçачĕпе» ытларах пенсие тухнисем интересленеççĕ. Кунта кашнинчех çĕнĕ номерăн 12 экземплярĕ çитет.

- Сирĕн кăларăм питĕ хăвăрт саланать. Сăмах май, иртнĕ номер пачах юлман», - савăнтарчĕ çамрăк сутуçă.

Декабристсен урамĕнчи «Чăваш пичечĕ» киоскĕнче 20 çул тăрăшакан Любовь Корышева та çамрăксен кăларăмне чăтăмсăррăн кĕтекен, ăна килсе туянакан чылаййине палăртрĕ.

- Ытларах чухне «Çамрăксен хаçатне» вăтам çулсенчи çынсем илнине асăрхатăп. Çамрăк сахал. Пирĕн киоска 8 экземпляр килет. Вăл çутă хăвăртлăхĕпе саланать, - кăмăллăн калаçрĕ хĕрарăм.

Пирĕн хаçат хулара еплерех сутăннине тĕпченĕ май пуринчен ытла «Кăнтăр» пасар çывăхĕнчи киоскра ăна ытларах илнине пĕлтĕмĕр. Кунта 15 экземпляр часах саланса пĕтет.

- Малтанах «Çамрăксен хаçачĕ» питĕ сахал килетчĕ. Кайран шута ÿстертĕмĕр. Халĕ вăл виçĕ хут нумайрах. Çынсем ытларах чухне вырăсла тухса тăракан кăларăмсене туянаççĕ пулсан та чăвашлисемпе интересленме манмаççĕ. Хам та сирĕн кăларăма чи малтан алла тытатăп. Питĕ интереслĕ вăл, - каласа кăтартрĕ киоскра нумай çул ĕçлекен Антонина Антонова.

Тĕп хулара «Çамрăксен хаçачĕн» тусĕсем пурри пире савăнтарать. Пурăна-киле пирĕн кăларăма вулакансем тата йышланасса шанас килет. Чун апачĕпе туслашса, пурнăçпа тан утăн, çĕннине чылай пĕлĕн.

Ирина КОШКИНА.

В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.