Çамрăксем хаçат киоскĕн тĕлне пĕлмеççĕ

28 Пуш, 2015

Чăвашла тухса тăракан хаçат-журнала, паллах, ытларах ял çынни вулать. Çамрăксем кăларăмсене электрон майпа тишкерме кăмăллаççĕ.

Юратнă кăларăма киосксенче çырăнакан-туянакан та пур. Шăпах вĕсемпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе «Чăваш пичечĕн» киоскĕсене çитсе килтĕмĕр.

Пĕчĕк çулçÿреве «Андриян Николаев космонавт урамĕ» чарăнура вырнаçнинчен пуçларăмăр. Кунта эрнесерен «ЧХ» вуникĕ номерĕ çитет иккен.

- Эрне вĕçĕччен вĕсен хуçи тупăнатех. Тепĕр чухне темиçе номер сутăнманни пулать, - пĕлтерчĕ киоск ĕçченĕ.

Тепĕр чарăну - «Чувашия» хăна çурчĕ. Кунти киоска эрнесерен «Чăваш хĕрарăмĕн» 5 номерĕ килет. Ирина Кубарева сутуçă вулакансем ытларах ваттисем пулнине асăнчĕ.

Афанасьев урамĕнче вырнаçнăскере хаçатăн 8 номерĕ тивĕçет. Çамрăк сутуçă кăларăм питĕ хăвăрт саланнине, номерсем юлманнине пĕлтерчĕ.

- Пĕр çынсемех килеççĕ. Юратсах вулаççĕ, - терĕ вăл.

Богдан Хмельницкий урамĕнчи киоскри сутуçă калаçасшăн пулмарĕ. Кунта эрнесерен «Чăваш хĕрарăмĕн» 5 номерĕ çитнине пĕлтерчĕ те малалли ыйтусене хуравлама килĕшмерĕ.

- Пуçлăхсемпе калаçмалла, - терĕ кинемей.

Журналистсен куçĕ тĕлне пулнă тепĕр киоск «Шупашкар трикотажĕ» чарăнура вырнаçнă. Любовь Корышева кунта 20 çул ĕçлет.

- Хаçат туянакансем пурте 40 урлă каçнăскерсем. Ытларах чухне пĕр çынсемех туянаççĕ. Çамрăксем алла хаçат тытса вуламаннине шута илсе вĕсене валли урăхла йышшисене шухăшласа кăлармалла-тăр. «Чăваш хĕрарăмĕ» пирĕн пата эрнесерен 6 экземпляр çитет. Кăмăлласах вулаççĕ-тĕр - питĕ хăвăрт саланать, - пĕлтерчĕ кăмăллă хĕрарăм.

«Кăнтăр» пасарĕ çывăхĕнче пурăнакан халăх чăвашла тухса тăракан кăларăмсене вулать-ши тата? Пасарпа юнашар вырнаçнă киоскра тăрăшакан Антонина Антонова кунта кăларăмăн 10-11 номерĕ килнине пĕлтерчĕ.

- Çынсем ытларах вырăсла тухса тăракан кăларăмсене туянаççĕ пулин те чăвашлисемпе те кăсăкланаççĕ. Юратсах вулаççĕ. Шел, аслă çултисем çеç. Пĕр çамрăк та киоска хаçат вулассишĕн пымасть, - чунран пăшăрханчĕ ăшшăн калаçнă май.

Эпир тĕл пулнă кашни сутуçă хаçата ытларах вăтам тата аслă çултисем туяннине пĕлтерчĕ. Çамрăксем ăна пачах туянмаççĕ иккен.

Татьяна НАУМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.