Çул çăмăлттайлăха каçармасть

22 Пуш, 2017

ÇÇХПИ ĕçченĕсем граждансене уйрăмах тимлĕ пулма ыйтаççĕ

Сăлтавсăр мар. Çул-йĕр правилисене пăхăнманран кунсерен вун-вун çын инкеке лекет: аманать, ĕмĕрлĕх сусăр пулса юлать, вилет…

Çулталăк пуçланнăранпа, Чăваш Енри ÇÇХПИ управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, республика çулĕсем çинче 221 авари пулнă, 24 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 271 çын аманнă, 98-ăн автомашина кустăрми айне лекнĕ. Типĕ çак цифрăсен хыçĕнче — йывăр хуйхă, тăварлă куççуль, вăхăтсăр татăлнă вун-вун шăпа. Чуна хускатакан статистика çул-йĕр инспекторĕсене профилактика мероприятийĕсене йĕркелеме хистет. «Çуран çÿрекен», «Ÿсĕр водитель», «Асăрханăр: каникул», «Автобус», ытти операци республикăра час-часах иртеççĕ.

ÇÇХПИ сотрудникĕсемпе пĕрле эпир те çула тухрăмăр, граждансене аварие лексе сусăрланма пултарасси, водительсене çул-йĕр правилисене пăхăнмалли çинчен асăрхаттарас тĕллевпе йĕркеленĕ «Çуран каçмалли вырăн» операцие хутшăнтăмăр. Взвод командирĕпе Владимир Федотовпа тĕп хулари уйрăмах сыхă тăмалли вырăнсенчи лару-тăрупа паллашрăмăр.

Ăçта васкатăр?

Çул çинче яланах асăрхануллă пулмалли паллă ĕнтĕ. Çул урлă ятарласа тунă вырăнта тата умра хăрушлăх çуккине курса ĕненнĕ хыççăн тин каçмалла. Ансат çак правилăсене садикре, шкулта вĕрентеççĕ. Вĕсем пĕрре илтсен яланлăхах асра юлмалла пек. Çук çав, пуриншĕн те апла мар.

— Профилактика ĕçне вăйлатнă май водительсем асăрхануллăрах çÿреме пуçларĕç. Çуран çÿрекенсем вара юраман вырăнтан çул урлă мĕнле каçнă çаплипех утаççĕ, правилăсене пăхăнмаççĕ. Хăрушлăх пирки пачах та шухăшламаççĕ, ют çын пурнăçĕ тейĕн, — пăшăрханса калаçрĕ Дмитрий Назаров аслă инспектор, тĕп хулан П.Дементьев урамĕнче служба ĕç-хĕлне пурнăçлаканскер.

Вăл сăмахне вĕçличченех çулăн тепĕр енне тĕллесе кăтартрĕ. Икĕ çул хĕресленнĕ вырăнтан ача кÿми тĕксе пыракан хĕрарăм каçса кайрĕ. Йĕрке хуралçин сăмахне тĕслĕхпе çирĕплетес тенĕнех пулчĕ ку. Унччен те пулмарĕ — автобус чарăнăвĕ патĕнчен тепĕр хĕр çул урлă вашлаттарчĕ. Çав самантра чарăнуран 20-30 метрта çул-йĕр инспекторĕсем тăни те хăратмарĕ ăна. Куç умĕнче пакунлă çынсем тăни те саккуна пăсма юраманнине систермерĕ-ши? Тĕп сăлтав, ахăртнех, çакă: чылай çын ÇÇХПИ ĕçченĕсем çул-йĕр правилисене пăснăшăн явап тыттарма пултараймаççĕ тесе шухăшлать. Çавна май хăйсене çулсем çинче ирĕклĕ тытаççĕ.

…Çак çынсем, шел те, хăйсем çул-йĕр правилине пăснине йышăнмарĕç. Васканăран çула кĕскетме шут тытнипе сăлтавласа тÿрре тухма тăрăшрĕç. Тата «зебрăна» тĕрĕс мар вырнаçтарнă имĕш. Ку урамра правилăсене пăсмасăр, хăвăншăн тата ыттисемшĕн хăрушлăх кăларса тăратмасăр çул урлă каçса çÿреме пулать. П.Дементьев тата Б.Хмельницкий урамĕсем хĕресленнĕ тĕлте ятарлă вырăн пур. Унта светофор та ĕçлет. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.