Пыл хурчĕ

17 Пуш, 2016

Чăваш пылĕпех чей ĕçесчĕ

Чăваш Енри, Мари Элри, Тутарстанри çитмĕл ытла хурт-хăмăр ăсти Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче иртнĕ регионсен хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцине хутшăннă. Академин ветеринари медицини тата зоотехника факультечĕн деканĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Геральд Тобоев палăртнă тăрăх – утар ĕçĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене тĕплĕ сÿтсе явса йышăнусем тума вăхăт. Мĕншĕн тесен çулталăкра пĕр вĕлле хурчĕн çемйине пăхма каякан тăкак сумми ÿсет, чир-чĕр тĕлĕшпе те лару-тăру çăмăл мар, хуртсен тухăçлăхĕ чакать.
18 Нарăс, 2016

Вĕлле тасатма

Вĕллене тата утарти хатĕр-хĕтĕре дезинфекцилеме эпĕ прополиспа спиртран хатĕрленĕ шĕвекпе усă куратăп. Иккĕшне 1:10 шайлашупа хутăштаратăп, 200 грамм шĕвеке 1 апат кашăкĕ пыл курăкĕ /мелисса/ хушатăп. Тĕттĕмре пĕр эрне тытатăп.

Тасатнă хыççăн спирт часах сĕвĕрĕлет, курăкпа прополис шăрши кăна юлать.

7 Çурла, 2015

Ама - çемье пуçĕ

Пыл хурчĕсен çемйинче ама тĕп вырăн йышăнать. Вăл ĕç хурчĕсенчен палăрмаллах уйрăлса тăрать. Вăрăм, тулли, вĕçĕнче çавракарах хырăмĕ çиелтен темиçе çутă йĕрпе витĕннĕ. Унăн кĕлетки тĕттĕм хăмăр тĕслĕ, ылтăн тĕсли те пулать. Ку вăл ăратран килет. Çунаттисем кĕлеткин çуррине кăна хуплаççĕ. Карас çийĕн ама васкамасăр, мăнаçлăн çÿрет. Вăл çăмарта тума тытăнсан ĕç хурчĕсем ăна çул параççĕ, пуçĕсемпе яланах ун еннелле çаврăнаççĕ. Çывăха пыма тăрăшаççĕ, ăмăртсах амана апат сĕнеççĕ, асăрханса сĕртĕнеççĕ, чĕлхисемпе, урисемпе тасатаççĕ, ăна хÿтĕлеççĕ.

7 Çу, 2015

Утарти çуркунне

Çу уйăхĕнче юлашки сивĕсем иртеççĕ. Çĕмĕрт сивви, юман çулçи тухнă вăхăтра. Пахчара улма-çырла йывăçĕсем çеçке çураççĕ. Шапа хупахĕ, ака уйăхĕнчех чечеке ларнăскер, май пуçламăшĕнче вăррине вĕçтерет. Хăлха çакки курăкĕ сарă çеçкепе ешĕл çарана тĕрлет. Ытти çурхи чечексем те вĕлле хурчĕшĕн пыл тума илĕртмĕш çимĕçсем. Вăйлă çемьесем çу уйăхĕнче 3-4 кг питĕ сиплĕ пыл хатĕрлеççĕ.

3 Юпа, 2014

Пыл хурчĕ - ĕçчен тус

Çулла утарçă хăйĕн йăнăшĕсемшĕн - пĕлменнишĕн, ĕçлесе ĕлкĕрейменнишĕн е сÿрĕклĕхĕшĕн - пылпа татăлать пулсан /тĕрĕс мар пăхнине пула вĕлле хурчĕсем утарçă шутланă чухлĕ пыл параймаççĕ/, хĕлле вара тÿлев хаклăрах. Хурт çемйисем вилеççĕ.

Pages