Чăваш пылĕпех чей ĕçесчĕ
Чăваш Енри, Мари Элри, Тутарстанри çитмĕл ытла хурт-хăмăр ăсти Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче иртнĕ регионсен хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцине хутшăннă. Академин ветеринари медицини тата зоотехника факультечĕн деканĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Геральд Тобоев палăртнă тăрăх – утар ĕçĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене тĕплĕ сÿтсе явса йышăнусем тума вăхăт. Мĕншĕн тесен çулталăкра пĕр вĕлле хурчĕн çемйине пăхма каякан тăкак сумми ÿсет, чир-чĕр тĕлĕшпе те лару-тăру çăмăл мар, хуртсен тухăçлăхĕ чакать. Пыл кăна мар, хурт паракан ытти чĕртавар та сахалланать. Республикăра вĕсемпе хамăр çынсенчен ытла ютран килекенсем тата пуçтарса çÿрекен усламçăсем сутă тăваççĕ.

Утарçăсенчен чылайăшĕ хăйсен опычĕпе паллаштарнă. Шупашкар районĕнчи "Пыл çурчĕ" фермер хуçалăхĕн ертÿçи Юрий Николаевский пыл ытларах пуçтарма пулăшакан технологи майĕсемпе усă курни çинчен каласа кăтартнă. Потребительсен обществин канашĕн председателĕ Вениамин Чернов "Утар" ятлă потребпĕрлешÿ йĕркелеме сĕннĕ тата ытти те.

Хурт-хăмăр ĕрчетес ĕç ял хуçалăхĕн уйрăлми пайĕ /вăл та халăха тăрантарать, сывлăхне çирĕплетме пулăшать/ пулнине шута илсе конференцие хутшăннисем республикăри утарçăсен пĕрлешĕвне йĕркелемеллине палăрт-нă. Вĕсен шухăшĕпе вырăнти суту-илÿ тытăмне хамăр патри чĕртавара ытларах кăлармалла, пыл ярмăрккисем ирттермелле. Ăслăлăхпа тĕпчев ĕçне вăйлатма Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ никĕсĕ çинче утарçăсен опытлă станцине йĕркелемелле, вĕренĕве тата ăсталăха ÿстермелли курссем уçмалла. Академин вĕренÿ программине хурт-хăмăр ĕçĕн дисциплинине кĕртмелле.

Конференцире çавăн пекех "2015 çулхи чи лайăх пыл" республика конкурсне ирттернĕ. Унта тăратнă 19 чĕртавара пурте тутанса хак панă. Чи паха пыл Георгий Храмовăн пулнине палăртнă. Иккĕмĕш вырăна Валерий Капитоновпа Сергей Тобоев тивĕçнĕ. Иван Федоровпа Владимир Осиповăн пылне виççĕмĕш вырăнпа хакланă.

Ирина ПАВЛОВА.

 

Ирина ПАВЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.