Комментари хушас

7 Çурла, 2015

Ама - çемье пуçĕ

Пыл хурчĕсен çемйинче ама тĕп вырăн йышăнать. Вăл ĕç хурчĕсенчен палăрмаллах уйрăлса тăрать. Вăрăм, тулли, вĕçĕнче çавракарах хырăмĕ çиелтен темиçе çутă йĕрпе витĕннĕ. Унăн кĕлетки тĕттĕм хăмăр тĕслĕ, ылтăн тĕсли те пулать. Ку вăл ăратран килет. Çунаттисем кĕлеткин çуррине кăна хуплаççĕ. Карас çийĕн ама васкамасăр, мăнаçлăн çÿрет. Вăл çăмарта тума тытăнсан ĕç хурчĕсем ăна çул параççĕ, пуçĕсемпе яланах ун еннелле çаврăнаççĕ. Çывăха пыма тăрăшаççĕ, ăмăртсах амана апат сĕнеççĕ, асăрханса сĕртĕнеççĕ, чĕлхисемпе, урисемпе тасатаççĕ, ăна хÿтĕлеççĕ. Йăван кирек хăш пайĕнче пулсан та ама йĕри-тавра тÿрех 8-10 пыл хурчĕ /чĕрĕ ункă/ пухăнать. Вăл чăн-чăн патша майрипе пĕрле çÿрекен ушкăн евĕр.

Ама - çемье пурнăçĕн çăлкуçĕ. Çакна пыл хурчĕсем питĕ лайăх пĕлеççĕ. Çемьере ама пулсан нумай пинлĕ хурт йышĕ йĕркеллĕ, пĕр пĕтĕм организм евĕр ĕçлет.

Ама вилсен çемье пурнăçĕ арканать. Тăлăха юлнă хуртсем хăйсен тĕллевне çухатаççĕ. Вĕсем нектар, чечек тусанĕ пухма вĕçмеççĕ, карас тумаççĕ, йăвана тăшмансенчен хÿтĕлемеççĕ. Вĕллере йĕркелĕхпе тирпейлĕх пĕтет. Апла пулсан ама - çемье пуçĕ, ăна тытса тăраканĕ. Хурт-хăмăр çемйи унсăр пурăнаймасть. Ама питĕ нумай çăмарта тăвать, талăкра 3-4 пин çăмарта тăваканни те пур.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.