Пыл хурчĕ - ĕçчен тус
Çулла утарçă хăйĕн йăнăшĕсемшĕн - пĕлменнишĕн, ĕçлесе ĕлкĕрейменнишĕн е сÿрĕклĕхĕшĕн - пылпа татăлать пулсан /тĕрĕс мар пăхнине пула вĕлле хурчĕсем утарçă шутланă чухлĕ пыл параймаççĕ/, хĕлле вара тÿлев хаклăрах. Хурт çемйисем вилеççĕ.
Килте вĕлле хурчĕ тытакан уйрăм çыншăн 3-4 çемье пĕтни питĕ пысăк çухату. Çавăнпах калаççĕ тĕр, утарçăн чи яваплă экзаменĕ - хĕлле.
Çак ĕçсене йăлтах тунă - пĕр вĕллере 25-30 кг апат хăварнă, вĕллере ăвăс çителĕклĕ, кирлĕ чухлĕ рамка лартнă, сывлăш çаврăнăшне тĕрĕс йĕркеленĕ, шăшисенчен хÿтĕленĕ, пыла вĕлле хурчĕсен йышне çÿлелле туртăнмалла туса хатĕрленĕ – тейĕпĕр.
Хĕллехи вăхăтра вĕлле хурчĕсем мĕнлерех иккенне тĕрĕслесех тăмалла. Хĕлле уйăхне 2 хут çителĕклĕ пулсан, çуркунне еннелле хăвăрăн "пыл çемйисене" кашни эрнерех çитсе курма тăрăшăр. Пирĕн тăрăхра вĕлле хурчĕсене ирĕкре хĕл каçма йывăртарах. Вĕллесене ирĕкре хăварас тăк хуртсене çил лекесрен хÿтĕлемелле, çиелтен юрпа лайăх витмелле, хурт кĕмелли хушăка пĕчĕк çеç хăвармалла, хĕвелтен те хÿтĕлемелле /вăл вĕлле хурчĕсене пăлхатать/. Çилтен тата хĕвелтен хÿтĕлеме хулăн фанерăсемпе хупламалла. Вĕллепе хăма хушшинче 4-5 см хушăк хăвармалла.
Путвалта, омшаникра хĕл каçакан вĕлле хурчĕсене те тĕрĕслесех тăмалла. Асра тытăр, хуртсем çывăхĕнче хĕлле хыттăн кăшкăрма, шаккама, янкăр çутă çутма юрамасть. Хĕрлĕ çутакан кĕсье хунарĕ пулсан аван.
Аяла пуçтарăнакан каяша пăралук таткипе хырса кăларăр. Кашни вĕллене уйрăммăн тĕрĕслĕр. Каяшра сахăр песукĕн тĕпренчĕкĕ нумай - апата хăварнă пыл хытса сахăрланнă. Ку аванах мар. Енчен те каяшра вĕлле хурчĕсен юлашкийĕсем нумай тăк - шăши тапăннă! Шăшие вăрăм пралук турчăкапа хÿтерсе кăларма пулать, енчен енне пăлхатсан шăши тухса тарма кирлĕ. Сăтăрçăна кăлараймарăр тăк вĕллене сÿтсех унран хăтăлма тивет. Унсăрăн вĕтĕ тусăрсене çăлаймăр.
Хĕлле вĕллене итлесе пăхман хуçа çук пулĕ. Хăшĕ-пĕри вĕллене пÿрнепе шăкăртаттарса хуртсем ăна мĕнле хуравланине итлет. Анчах шаккаса хуртсене хускатса яма пулать. Вара вĕсем часах лăпланаймаççĕ. Вĕллери сасăна тухтăр фонендоскопĕпе е ахаль резина пăрăхпа вĕлле летокĕнчен шалалла чиксе итлĕр. Сасă пĕр тикĕс илтĕнет тĕк йăлтах йĕркеллĕ. Вĕллери хăш-пĕр хурт сасси хытăрах сĕрлет тĕк - ку аванах мар. Сăлтавне пĕлме тăрăшăр. Тен, пĕчĕкçĕ ĕçченсене сывлăш çитмест, пăчăхаççĕ, тен апат пахалăхĕ япăх - выçăпа аптăраççĕ е нÿрĕк ытлашши, е шывсăр пăчланаççĕ.
Вĕллесем хĕл каçакан хуралтăри нÿрĕклĕхе ахаль тăварпах тĕрĕслеме пулать. Вăл нÿрелсе хытрĕ пулсан - кунта ытлашши нÿрĕк. Сывлăша уçăлтармалла, типĕтмелле.
- Хушма апата вăхăтчен пани йăнăш. Ăна нарăс уйăхĕн вĕçнелле памалла.
- Çамрăк та вăйлă çемьесем çăмăлрах хĕл каçаççĕ. Вĕсем апата та сахалрах пĕтереççĕ. Çуркунне иртерех ĕçлеме пуçлаççĕ. Çавăнпа хурт çемйисене çĕнетсех тăмалла.
- Хĕл валли апат пахалăхлă пултăр.
- Хуртсен йăвине, купине вăхăтра тата тĕрĕс йĕркелемелле, сивĕрен хÿтĕлемелле.
- Вĕллене сивĕ, çил лекесрен, вĕллесем тăракан вырăнти температура выляса тăрасран асăрхăр.
- Вĕлле хурчĕсен сăвăсĕ - варроатоз - ерменнине те тĕрĕслеме ан манăр. Аçа хуртсем тухнă караса кăларса илĕр. Шăпах трутеньсем çинче сăвăссем лайăх ĕрчеççĕ. Сăвăс ернĕ пулсан ятарлă им-çампа усă курмалла. "Бипин-Т", "Фумисан /полоски/" текен препаратсем варроа сăвăсне аван пĕтереççĕ.
- Вĕллесем хĕл каçакан вырăнта 4 градуса яхăн ăшă тăмалла.