Комментари хушас

7 Çу, 2015

Утарти çуркунне

Çу уйăхĕнче юлашки сивĕсем иртеççĕ. Çĕмĕрт сивви, юман çулçи тухнă вăхăтра. Пахчара улма-çырла йывăçĕсем çеçке çураççĕ. Шапа хупахĕ, ака уйăхĕнчех чечеке ларнăскер, май пуçламăшĕнче вăррине вĕçтерет. Хăлха çакки курăкĕ сарă çеçкепе ешĕл çарана тĕрлет. Ытти çурхи чечексем те вĕлле хурчĕшĕн пыл тума илĕртмĕш çимĕçсем. Вăйлă çемьесем çу уйăхĕнче 3-4 кг питĕ сиплĕ пыл хатĕрлеççĕ.

Сывă çемье тавралăхпа паллашса вĕçнĕ хыççăнах нектар, чечек тусанне /пыльцине/ пуçтарма пуçлать. Çу уйăхĕнче çемьесене тĕплĕн тĕрĕслемелле. Хурт амисĕр е вăйсăр амаллă çемье пур пулсан вĕсене вăйлă çемьесемпе пĕрлештерсе ямалла. Япăх амаллă çемьесене çамрăк ама тупса пани тĕрĕсех мар. Мĕншĕн тесен ама аталанса çитиччен, кирлĕ чухлĕ çăмарта хуракан пуличчен çемье пĕчĕкленсе вăйсăрланса юлать. Çакнашкал вĕллере кĕркуннеччен те хĕл каçмалăх пыл пуçтарăнмасть.

Çемьесене çак йĕркепе пĕрлештермелле:

1. Ĕçе каçхине е çĕрле пурнăçламалла. Кун пек чухне вĕсем çĕр каçипе хутăшса каяççĕ.

2. Пĕтнĕк е мелисса, е анăс курăкĕн настойкине шывпа хутăштармалла та икĕ çемьене те унпа пĕрĕхмелле. Хуртлă рамăсене тĕп çемьен йăви çумне лартмалла.

3. Пĕрлештернĕ çемьене çур литр сахăр сиропĕ парсан аван.

Вăйлă çемьен ами пĕтнĕ пулсан çемьене вăйлă ама туянса памалла. Лайăх амаллă пулнă çемье çу тăршшĕпех ĕçлесе савăнтарĕ. Ама хăй хакне ик-виç хут та саплаштарĕ.

Çу уйăхĕнче кашни вĕллене пăхса тухса ама хуртсене тĕрĕслемелле, япăххисене пăрахăçламалла. Ама ĕçленине кура вăл мĕнлине пĕлме пулать. Лайăх ама талăкра 2 пин таран çăмарта хывать. Çавна май пыл хурчĕсен йышĕ хăвăрт ÿссе пырать. Ама япăх пулсан пушă карас куçĕсем юлаççĕ, йĕркипе çăмарта хурса ĕлкĕреймест. Çавăнпа çемье вăйсăрланса юлать. Пыл та сахалрах пуçтарăнать.

Ама 5-6 çул пурăнать, çапах та тăваттăмĕш çултан аман тухăçлăхĕ чакать. Вĕллесене çутă тĕссемпе сăрласан аванрах, шурă, сарă, çутă кăвак. Çутă тĕслĕ вĕллесем çулла хĕвелпе ытлашши вĕрилентересрен хÿтĕлеççĕ.

Çу уйăхĕнчи сивĕсем иртнĕ хыççăн вĕлле хурчĕсем пайланма пуçлаççĕ. Ку тапхăрта вĕллене карас тума çĕнĕ ăвăс листасем хурса памалла. Вĕлле хурчĕсен ĕç хушăнать. Çулла çитнĕ майăн хурт çемйи пысăкланать, пыл нумайрах пуçтарăнать. Вĕллене çĕнĕ рамăсем лартмалла. Хушма вĕлле хашакĕсем лартса çÿллĕлетме юрать.

Çемье пайланма хатĕрленнине çак вĕллери хуртсем хытă сĕрленинчен, канăçсăрланнинчен пĕлеççĕ. Кун пек чухне çĕнĕ çемьене, пушă вĕллене явăçтарма тăрăшмалла. Утарçăсем вăйлă çемьесене пайлама малтанах хатĕрленеççĕ. Пайлама хатĕрленĕ вĕллен анине /летока/ çурмалла шалча лартса уйăрмалла. Вĕлле хурчĕсем çуррийĕ пĕр енчен, тепĕр çуррийĕ тепĕр енчен кĕрсе тухма тытăнаççĕ. Çакна хăнăхсан шалчаран икĕ еннелле пĕр пек хушă хăварса малтанхи вĕллене куçармалла тата тепĕр вĕлле лартмалла. Унта тĕп вĕллери карассене личинки мĕнĕпех çурмалла пайласа памалла. Уйран вĕçсе килекен хуртсем уйрăлса икĕ вĕллене вырнаçĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.