пултарулăх

21 Раштав, 2013

«Сухай кинемисем»

Уçырмари культура çуртĕнче Удмурт Республикинчи çĕкленчĕк кăмăллă кинемейсен «Бурановские бабушки» фольклор-такмак ансамблĕн репертуарĕнчи юрă илтĕнсе кайсан фойери, урамри халăх залалла туртăнчĕ. Раççейре кăна мар, Европăра та анлă сарăлнă юрă сăмахĕсем чăвашла янăрани тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ.

Ансамбльте сакăр çын. Ячĕ - «Сухай кинемисем». Ăна пуçараканĕсем - О.Васильевăпа И.Степанова. Иккĕшĕ те вĕрентекенсем. Ольга Леонидовна Канашри педагогика колледжĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет, Ирина Ильинична - хулари 8-мĕш вăтам шкулта пуçламăш классене.

21 Раштав, 2013

Нарспие нумайăшĕ вылянă, ăна çитекенни пулман

РСФСР тата ЧАССР халăх артисткине Нина Григорьевăна юбилейпе саламланă май çапла каларĕ К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тĕп режиссерĕ Валерий Яковлев. Çĕрпÿ районĕнчи Чиричкасси хĕрĕ калăпланă сăнарсем халăх асĕнче, культура историйĕнче юлни çинче чарăнса тăчĕ вăл. Уяв каçĕнче Нина Ильиничнăна «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăларĕç. В.Распутинăн «Сыв пуллашу» ĕçĕнче Настасьăна вылянăшăн Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен «Туганлык» фестивальте «Хĕрарăм ролĕ иккĕмĕш планри» номинацире çĕнтернĕ вăл.

21 Раштав, 2013

Чăваш каччин сасси генерала та тыткăнланă

Пĕчĕк Сашук колхоз председателĕнче ĕçлекен ашшĕ тытса пыракан мотоцикл кÿминче ярăнма кăмăлланă. «Ну, Сашук, юрласа пар», - час-часах ыйтнă уй-хирте тăрмашакансем. Лавккана пырсан та канфетпа хавхалантарнă май çав çăмăлпах чăрмантарнă ăна аслисем.

7 Раштав, 2013

Пулас мăшăрĕ те сăмах хушма хăюлăх çитереймен

«Телекуравра пĕрремĕш хут тĕл пулсанах юратса пăрахрăм Валентинăна. Мана ташлама чĕннĕччĕ, вăл кăларăм ертсе пыратчĕ. Ăна курсан, чăнах, çăвар карăлсах кайрĕ. Йăрăс кĕлеткеллĕскерне куç илми сăнарăм. Çапах ун чухне пырса калаçма хăюлăх çитмерĕ. Хам майлă çавăриччен кайран та çаврăнса пăхсах ăсататтăм. 1980 çулта çемье çавăртăмăр. Пĕр-пĕрне юратман мăшăр пĕрле пурăнаймасть. Уйрăлас шухăш нихăçан та çуралман.

7 Раштав, 2013

Ыр ут хыççăн пин ут утать...

Çак сăмахсене тивĕçех вăл. Сăмахăм Хĕрлĕ Чутай районĕнчи халăх пултарулăхĕн аталанăвне курăмлă тÿпе хывнă маттур та пултаруллă вĕрентекен çинчен. Вăл - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Алексей Дмитриевич Мокин. Пурăннă пулсан паян та район пурнăçне хастар хутшăнмаллаччĕ, анчах шелсĕр вилĕм ăна пирĕнтен вăхăтсăр уйăрчĕ.

Pages