Пулас мăшăрĕ те сăмах хушма хăюлăх çитереймен

7 Раштав, 2013

«Телекуравра пĕрремĕш хут тĕл пулсанах юратса пăрахрăм Валентинăна. Мана ташлама чĕннĕччĕ, вăл кăларăм ертсе пыратчĕ. Ăна курсан, чăнах, çăвар карăлсах кайрĕ. Йăрăс кĕлеткеллĕскерне куç илми сăнарăм. Çапах ун чухне пырса калаçма хăюлăх çитмерĕ. Хам майлă çавăриччен кайран та çаврăнса пăхсах ăсататтăм. 1980 çулта çемье çавăртăмăр. Пĕр-пĕрне юратман мăшăр пĕрле пурăнаймасть. Уйрăлас шухăш нихăçан та çуралман. Тĕрĕссипе, 2-3 хут мăшăрланакансене хисеплеместĕп. Çын пур пĕрех хăйĕнчен ниçта та тараймасть. Йăлт хамăртан килет вĕт», - мăшăрĕпе хăпартланса калаçать РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Музыкантов. Вĕсем икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ мăнукĕпе йăпанаççĕ.

Çак кунсенче Чăваш халăх артистки Валентина Музыкантова хăйĕн юбилейне паллă турĕ. 40 çул ытла сцена çинче вăл: спектакльсенче вылянă, Правительство концерчĕсене ертсе пынă. Унсăр пуçне илемлĕ фильмсенче ÿкерĕннĕ, телекуравра, радиора ĕçленĕ.

«Эсир калăпланă пур сăнара та сире валлиех çырнăн туйăнать», - Валентина Ивановнăна саламланă май палăртрĕ ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов. Чăнах, пурне асăнса та çитереймĕн. Унăн иксĕлми пултарулăхĕ тавра нумай калаçрĕç уяв каçĕнче. Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче малашне те çĕнĕ рольсем калăплĕ вăл.

Чăн телей

Хăйĕн ĕçне чунран парăннă артисткăна хамăрăн тĕпеле чĕнтĕмĕр. Ĕç, çемье, пурнăç çинчен каласа кăтартма ыйтрăмăр.

- Валентина Ивановна, калăр-ха, хĕрарăм телейĕ мĕнре?

- Çемье ăшши, куç тулли ачасем, мăнуксем, юратнă ĕç пулсан хĕрарăм телейлĕ. Маншăн çемье те, ĕç те, сăнарсем те хаклă. Пурнăçра тĕрлĕ лару-тăру сиксе тухма пултарать. Чирлĕ ачасене килте хăварса театра васканă - халăх кĕтет-çке-ха. Хама аван мар туйсан та сцена çине тухнă. Ĕçе малти вырăна кăларнине кăтартать çакă. Çапах та ку çывăх çынсене сахалтарах юратнине пĕлтермест.

- Çапах хăвăр калăпланă хăш сăнара палăртнă пулăттăр?

- Кашни сăнара хăйне май юрататăп. Вĕсем ачасем пекех чуна çывăх. Пур артист та çапла калать. Пурте чĕрене кĕрсе юлаççĕ. Çав вăхăтрах хăшĕ те пулсан пĕлтерĕшлĕрех вырăн йышăнать. Тĕслĕхрен, Хветура рольне /«Сансăр пурнăç çук»/ ыттисемпе танлаштараймăн. Вăл - терт-асап вăхăтĕнче чăваш хĕрарăмĕн чунне кăтартакан сăнар. Амăшĕ вăрçăра ывăлне çухатнă. Çапах тĕпренчĕкĕ ахаль вилменнине пĕлет Хветура. Унăн ачи халăхшăн, тăван çĕр-шывшăн пуçне хунă. Çакă хурлантарать те, мăнаçлантарать те ăна. Çак сăнара мана шанса панăшăн Вячеслав Оринов режиссера ĕмĕр-ĕмĕр тав тăватăп. Халĕ те тĕл пулусенче, уяв каçĕсенче Хветура ролĕпе сцена çине тухатăп. Мăшăр ертсе пыракан «Сувар» ушкăнăн «Ăсату» ташă пур. Çак композицие шăпах «Сансăр пурнăç çук» спектакль сыпăкĕпе илемлететĕп, пуянлататăп.

Театртан каяс килмест. Мĕнле уйрăлмалла унпа - пĕлместĕп. Сывлăх пулсан малалла та ĕçлесчĕ.

- «Кĕпер» илемлĕ фильмра эсир Андриян Павлов артиста юхан шыв урлă йăтса каçаратăр. Эсир çав тери вăйлă-и?

- Йăтнă ĕнтĕ... Çамрăк чухне пушшех ларса канма та вăхăт пулман. Театрта ĕçленĕ вăхăтрах диктора вырнаçнă. Пуçлăхсем артист ĕçне пăрахма та сĕннĕччĕ, анчах манăн театртан уйрăлас килмерĕ. Телекуравра, радиора нумай кăларăм хатĕрленĕ. Петр Андреев редактор микрофонпа ĕçлеме нумай вĕрентрĕ. Василий Павловпа «Ăраскал» кăларăм ертсе пыма пуçларăмăр. Çыравçăсемпе сăвăçсен хайлавĕсене пĕрмай вуланă. Ĕçе юратни пур йывăрлăха та çĕнтерме пулăшнă.

Самана хăйне евĕрлĕхĕ

- Хальхи çамрăксем спектакле çÿрес вырăнне компьютер умĕнче ларни сисĕнет-и?

- Халĕ пурнăç урăхла. Çамрăксем Интернета кĕреççĕ, телевизор пăхаççĕ, каçхи клубсене çÿреççĕ. Театра килекен сахалрах. Малтан халăх спектакле билет илме урамран тăратчĕ. Çавăн чухне артистсемшĕн çав тери илемлĕ вăхăт пулнă. Паян укçа малти вырăнта. Театра çÿременшĕн çамрăксене айăплас та килмест. Укçа ĕçлесе илес тĕллевпе инçе çĕре те тухса кайма тивет вĕсен. Пире черет çитсен хваттер панă. Вĕсен хăйсен пурăнмалли кĕтес туянас пулать. Шеллес те килет çамрăксене. Мĕн тăвăн - самана улшăнчĕ.

Эпĕ шăпана ÿпкелеместĕп. Пултарулăх çулĕпе утма пĕрре те йывăр пулман.

- Гастрольсенчи пăтăрмахсем ĕмĕрлĕхех асра юлнă ĕнтĕ.

- Ялти клуба кĕрсе тухма çăмăл пулман. Ĕлĕк çулсем япăхчĕ. Çумăр çусан пылчăк çăрăлатчĕ. Çавăнпах гастроле резина атăсăр кайман. Транспорт лакса ларатчĕ те пурте - арçынĕ, хĕрарăмĕ - автобус тĕкме тухаттăмăр. Шăрăхра тусан çăвара кĕретчĕ.

Пĕрре çапла ял варринчех чăнкă çырма урлă каçмаллаччĕ. Кĕпере темшĕн сÿтнĕ те ун вырăнне хăма хунă. Пирĕн çаврăнса каялла кайма юраман - клуба спектакль выляма çитмеллеччĕ. Тахăш самантра пирĕн автобус тайăлма пуçларĕ, юрать-ха водитель газ пусма ĕлкĕрчĕ. Пирĕн хыççăн вара хăма ÿксе юлчĕ.

Пĕр-пĕрне ăнланни

- Хăвăр, мăшăр, хĕрĕр пĕр культура керменĕнче тăрăшатăр. Чи çывăх çынсем юнашар пулни ĕçре пулăшать паллах.

- Эпир пĕр-пĕрне ăнланатпăр, пулăшса пыратпăр. Мăшăрăмпа иксĕмĕрĕн кĕвĕçесси шухăшра та пулман. Эпĕ, сăмахран, Анатолий Музыкантов ертсе пыракан «Сувар» ушкăн ташшисене пĕлетĕп. Тĕрĕссипе, манăн пур ĕçе те тĕплĕ тăвас килет.

- Мĕнле тата ăçта канатăр?

- Малтан çулла икшер уйăх гастрольте çÿреттĕмĕр. Киле таврăнсан çемьепе пĕрле пулас килнĕ. Отпуск вăхăтĕнче Елчĕк районĕнчи тăвансене пулăшма васканă. Пĕрре çемьепе кану çуртне кайнăччĕ. Унта шавлаççĕ, кăшкăрашаççĕ - йĕркеллĕ канни пулмарĕ. Çавăнпах пĕр эрне малтан тухса килтĕмĕр. Килте темрен лайăх.

- Сирĕн кĕлеткене кирек кам та ăмсанса пăхĕ. Эсир уйрăм диетăна пăхăнатăр-и?

- Сывлăхшăн сиенлĕ апат кăна çимен. Каçхи 6 хыççăн та апатланмасăр пурăнман. Организм хăйне евĕрлĕхĕпе çыхăннă пуль çакă.

Кушак та ачашланасшăн

- Чун киленĕçĕ çинчен пĕлес килет.

- Çемйипех кушак юрататпăр: килте те - виççĕ. Пĕрне мăшăрпа хĕрĕм Перьмрен илсе килчĕç. Виçĕ тĕслĕхскерне урамра тупнă вĕсем. Шăнса кÿтнĕ кушак урине сĕтĕрсе утнă. Ăшă пÿлĕме илсе кĕртнĕ, çитернĕ ăна. Теприне ĕçрен илсе кайрăмăр. Выçса çитнĕччĕ вăл. Малтан апат курманла çиетчĕ. Виççĕмĕшне Ирина урамра асăрханă. Куçĕ пÿрленме пуçланă унăн. Хайхискер аслă çул урлă чупса каçма хăтланнă. Машина таптаса каясран шикленсе хĕрĕм кушака алла илнĕ. Кайран ăна та урамра хăварман.

Культура керменне кушаксем час-часах иленеççĕ. Вĕсене те, урамрисене те çитерсе тăратпăр. Килсĕррисене вăхăтра апат памасан чун ыратать. Кушаксене хамăр шутранах стерилизацилетпĕр.

«Чăваш халăх артисчĕ вĕт эсĕ, урамри кушаксене çитерсе çÿренĕ чухне хăвна аван мар туймастăн-и?» - текен те пур. Усал ĕç туни мар-çке вăл. Чĕрĕ чуна епле шеллемĕн?

- Чуна уçнăшăн тав, Валентина Ивановна.

Марина ТУМАЛАНОВА калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.