Ыр ут хыççăн пин ут утать...

7 Раштав, 2013

Çак сăмахсене тивĕçех вăл. Сăмахăм Хĕрлĕ Чутай районĕнчи халăх пултарулăхĕн аталанăвне курăмлă тÿпе хывнă маттур та пултаруллă вĕрентекен çинчен. Вăл - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Алексей Дмитриевич Мокин. Пурăннă пулсан паян та район пурнăçне хастар хутшăнмаллаччĕ, анчах шелсĕр вилĕм ăна пирĕнтен вăхăтсăр уйăрчĕ.

Алексей Мокин Иккĕмĕш Хурашашра 1937 çулта çуралнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан ашшĕ, Дмитрий Николаевич, ялти вун-вун арçынпа фронта тухса кайнă. Юнлă вăрçă хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Амăшĕ, Матрена Афанасьевна, пилĕк ачипе пĕччен тăрса юлнăскер, çак хыпара илтсен йывăр хуйха тÿсеймесĕр нумай пурăнайман, çĕре кĕнĕ. Тăлăхсен шăпи те синкерлĕ килсе тухнă, тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем пĕрин хыççăн тепри вилнĕ. Алешка çеç чĕрĕ юлнă. Пĕчĕкскере инкĕшĕ пăхса ÿстернĕ. Ача пурнăç тути-масине ирех туйнă. Тантăшĕсенчен те вăл палăрмаллах уйрăлса тăнă. Мĕнпе тетĕр-и? Пуçтарăнчăк та типтерлĕ, пуян та таса чунлă, мал ĕмĕтлĕ пулнипе. Тăлăхăн пурнăçĕ çăмăлах пулман-тăр çав, анчах вăл тÿснĕ, нăйкăшман.

Мокинсен ачисем пĕчĕклех ташă-юрăра ăста пулнă. Алеша та аслă пиччĕшĕсем пекех пултаруллă çитĕннĕ. Çамрăклах юрлама тата ташлама вĕреннĕ, халăх йăли-йĕркине сăнанă. Паллах, ачан турă пани те пулнă. Çакă вĕсен йăхĕнче ĕлĕкренпех ламран лама куçса пынă.

Ачан туртăмĕ пысăккине кура инкĕшĕ ăна вĕрентме тăрăшнă. Анчах ытлă-çитлĕ пурнăç чăрмав кÿнĕ. Алексей Дмитриевич Пĕрремĕш Хурашашра 7 класа лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. Малалла вĕренме кайма тÿрех май килменрен тăван колхозра икĕ çул выльăх-чĕрлĕх пăхнă. Çу кунĕсенче тăван тавралăх илемĕпе киленнĕ, тĕрлĕ кайăк сассине итлесе йăпаннă. Тунсăх пуссан юрланă. Вăл пĕчĕклех аслисем хушнине итлеме, кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕн тума хăнăхнă. Тепĕр чух тантăшĕсене пăхса ăмсаннă та, ара вĕсен ашшĕ-амăшĕсем пур-çке. Хăш-пĕрисем шкула та пальтопа, хĕлле çăматăпа çÿренĕ. Алешăн чунĕ ыратнă пулин те чăтнă. Ÿссен лайăх çын пулма ĕмĕтленни чĕринче шанăç çуратнă.

1953 çулта Штанашри вăтам шкулăн 8 класне çÿреме пуçланă. Юлташĕсемпе кашни кунах тăван ялне утнă. Хĕл кунĕсенче уй урлă каçма çăмăл пулман. Пир кĕпе-йĕм, çăпата ăшă тытман. Анчах вĕренес туртăм вăйли ун çинчен шутлама паман. Алешăн тепĕр паха енĕ - ыттисене ертсе пыма пултарни, юлташĕсене вĕренме пулăшни.

Шкул директорĕ Григорий Казаков тăлăха спорт костюмĕ парнеленĕ. Вĕрентекенсем пĕр михĕ çăнăх туяннă. Класс ертÿçи, РСФСР тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Зоя Прокопьева Алешăна фуфайка панă. 1956 çулта Алексей Мокин вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă.

Салтакран таврăнсан, 1959 çулта, ялти клубра ĕçлеме тытăннă. Çамрăксемпе мĕн чухлĕ спектакль, концерт лартса паман-ши, ял халăхне савăнтарман-ши? Пуçаруллă та маттур çамрăка район ертÿçисем те асăрханă. 1961 çулта вăл районти культура пайĕнче инспекторта ĕçлеме пуçланă. Кĕске хушăрах ăсталăхпа тата пултарулăхпа палăрнă. Çаврăнăçуллă та хастарскере каярах комсомол райкомĕн иккĕмĕш секретарьне суйланă. Тури Çĕрпÿкассинчи шкулта пионерсен аслă вожатăйĕнче ĕçленĕ. Шăпах çак тапхăрта вăл хăй чăн-чăн вĕрентекен пулма çуралнине туйса илнĕ. Ачасем те ăна юратнă. Уроксем хыççăн класс тулашĕнчи ĕçсене пĕрле пурнăçланă. Ĕçленĕ вăхăтрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче куçăнсăр майпа вĕреннĕ, историпе обществоведени учителĕ пулса тăнă. Ялти çамрăксен шăпипе те кăсăкланнă вăл, клуб çумĕнчи пултарулăх коллективне çÿренĕ. Ленин ячĕллĕ хуçалăх ку тăрăхри 7 яла пĕрлештерсе тăнă. Пуçаруллă ертÿçĕсем ялсен хушшинче смотр-конкурссем ирттернĕ. Хор темиçе сасăпа юрланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80 çулĕсенче кашни ялăн пысăк хор пулнă. Ах, илемлĕччĕ ун чухне хорта юрлакансем.

Каярах вăл колхозăн ташă ушкăнĕпе те пайтах ĕçлерĕ. Вăл лартнă «Шупăр ташши», «Çырлара», «Каруççел» тата ыттисем куракансене тыткăнлатчĕç. Авалхи йăла-йĕркене те халăх патне çитеретчĕ Алексей Дмитриевич. Коллектив республикăри вун-вун ял-хулара пулнă. Пур çĕрте те вĕсене ăшшăн йышăннă. Ĕçне кура хисепĕ, чыс. 1980 çулта вăл Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ятне тивĕçрĕ.

Алексей Дмитриевичăн вĕренекенĕсем пурте тенĕ пекех пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупнă. Ыр ут хыççăн пин ут утать тенĕ. Пире те хăй вăхăтĕнче Хусанушкăнь шкулĕнче истори урокĕсене вĕрентнĕччĕ. Ачасем темăна лайăх ăнланччăр тесе вырăнти пулăма историпе çыхăнтаратчĕ. Кашни урокĕ хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăнăран вĕрентекене чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр.

Алексей Дмитриевич ватăпа ватă пек, çамрăкпа çамрăк çын пек калаçатчĕ. Вăл кашнинех пулăшма тăрăшатчĕ. Çитĕнекен ăрăва та çапла вĕрентетчĕ.

Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ, 69 çулта пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Алексей Мокинăн ырă сăнарĕ паян та халăх асĕнче упранать. Ун ячĕпе çулсерен «Ташша яра пар» фестиваль ирттереççĕ. Вĕрентекенĕн ырă ĕçне малалла тăсакансем пурри пысăк пĕлтерĕшлĕ.

 Юлия МАРЕЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.